Новости по-русски

Ĕмĕтленни пурнăçланнă

Ĕмĕтленни пурнăçланнă. Пулăшу ыйтса прокуратурăна çырнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 18 çулти Елизавета Ангусеева 4 уйăхра кил-çуртлă пулнă. Паян вăл Хĕрлĕ Чутайри Ленин урамĕнчи çуртри хваттер хуçи.

16 тăваткал метрлă пӳлĕм. Ку сĕтел çинче апат та çимелле, япала та якатмалла, урок та тумалла. Пысăкрах кравать çинче кукамăшĕпе шăллĕ çывăрать. Кĕтесре вара 18 çулти Елизавета Ангусеевăн вырăнĕ. 5 пӳлемре пурăнакансен пĕр кухньăра пĕçермелле. Тăлăхсене кукамăшĕ опекăна илнĕ. 4 çул ĕнтĕ вĕсем Çĕнĕ Шупашкарти общежитире пĕчĕк пӳлĕмре виççĕн пурăнаççĕ. Саккунпа килĕшӳллĕн, тăлăхсене 18 çул тултарсан пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле. Пике, прописка Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнипе, вырăнти администрацине ыйтупа тухать, анчах та ăна кĕтме хушаççĕ. Ăшă шыв çук, виçĕ çынна пурăнма тăвăр, çитменнине, Елизавета ача амăшĕ пулма хатĕрленет. Йывăр лару-тăру пулни çу уйăхĕнче прокуратурăна кайса заявлени çырма хистенĕ те. Елизавета Ангусеевăна пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтермелле – суд çакăн пек йышăну тăвать. Тăлăх пике авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче Ленин урамĕнчи çуртра хваттерлĕ пулать. Зал, кухня, çăвăнмалли пӳлĕм 30 ытла тăваткал метр йышăнать. Малтан пурăннă вырăнтан икĕ хут пысăкрах. Пĕр пӳлемлĕ хăтлă хваттерте 18 çулти Елизавета Ангусеева çĕкленӳллĕ кăмăлпа çӳрет. Шкаф, кровать тата ытти япаласене ăçта вырнаçтарассине хавхаланса каласа парать вăл.

ЕЛИЗАВЕТА АНГУСЕЕВА: «Квартирĕнче ремончĕ лайăх. Кăшт обойĕсене çыпăçтармалла та, хама майлă тума пулать. Ман ача пур. Кунта индивидуаллă отоплени. Тулта шăнтсан та хăвăн отопленине çутма пулать. Ачана ăшă пулать. Тепĕр çулне эпир кунта ремонт тăвасшăн та ачапа килсе пурăнасшăн».

Унччен вара Тимофей ывăлĕ те кăшт пысăкланать. Çамрăка çĕнĕ çуртпа юнашар лавкка, ача сачĕ, шкул пулни те хавхалантарать. Алина Сусметова, Анна Цинтовская, Юрий Марков 

Читайте на 123ru.net