Новости по-русски

«Ивушка» питомник «Çĕр улми 2023» курава хутшăнать

Тавралăха илем кӳрекен ӳсен-тăран сутакан «Ивушка» павильон çывăхĕнче çын уйрăмах нумай. Кунта тутипе тĕлĕнтерекен çырлан калчине, илемĕпе савăнтаракан, савăт çинче ӳсекен чечеке тата тĕрлĕ йышши вăрă, тĕм, пылак çимĕç туянма пулать. «Ивушка» питомник хăйĕн ĕçне 15 çул каялла пуçланă. Паян унта тутлă шăршăллă, сывлăха усă кӳрекен курăксенчен пуçласа абрикоспа персик тĕмĕсем таранах çитĕнтереççĕ.

АНТОНИНА ВАСИЛЬЕВА: «Çынсене сутиччен хамăр патăрта ӳстерсе пăхатпăр, вĕсем пирĕн патĕнче мĕнле хĕл каçаççĕ-ши, çавăн пекех хитрелĕхĕ мĕнле вĕсен, мĕнле тĕс улăштарма пултараççĕ, тĕс те улăштарать ӳсен-тăран чечексем тĕрлĕрен тăпра çинче ӳстерсен. Вăт çав ыйтусене тэпир тĕп вырăна хуратпăр».

«Ивушка» – савăт çинче ӳсен-тăран çитĕнтерекен республикăри пĕртен-пĕр питомник шутланать. 2022-мĕш çулта унăн бренчĕ те йĕркеленнĕ. «Дашино Лукошко» ятпа тухса тăракан пылак, усăллă çимĕçсене Чăваш Енре пурăнакансем юратсах туянаççĕ.

АЛЕКСЕЙ ЕФИМОВ: «Эпĕ пастила тутанса пăхрăм, питĕ тутлă, сахăр çук унта».

«Ивушка» питомник ĕçченĕсем яланах аталанура. Малашлăхра вĕсен сентрисем çинче çĕр çырлинчен тата хăмла çырлинчен авăртса тунă çăнăха та курма пулĕ. Вĕсенчен кукăль тавраш пĕçерме компот вĕретме те пулать иккен. Питомникра ӳстерекен ытти таварпа куравра пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче те паллашма пулать. 

Читайте на 123ru.net