Новости по-русски

Йывăр самантра – хавхалану тата пулăшу…

Вĕсене тимлĕх ытларах кирлĕ. Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ тĕлĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен мăшăрĕсемпе ывăл-хĕрĕсем, тăванĕсем валли уяв йĕркелерĕç. Вĕсене йывăр та яваплă вăхăтра чăн-чăн хӳтелевçĕсене хавхлантарма май тупнăшăн тав турĕç.

Вĕсене этемлĕхĕн черчен пайĕ тесе калаççĕ пулсан та хăш-пĕр самантсенче хĕрарăмсем çакна манса темĕнлĕ йывăрлăха та парăнтарса чăтса ирттерме пултараççĕ. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăн та вĕсен хулпуççийĕ çине сахал мар тивĕç тиеннĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама салтаксен мăшăрĕсене, тăванĕсене Чăваш Ен правительстви те май çитнĕ таран пулăшать.

ОЛЬГА ЕФИМОВА: «Кун пек уявсем пире хавхалантараççĕ, ачасен кăмăлĕсем те ылмашăнаççĕ, хамăра та питĕ кăмăллă çакăн пек уявсене пире чĕннĕшĕн. Ачасене ашшĕ пекрех пулма тăрăшма вĕрентетĕп. Пысăк тĕслĕх вăл парса пырать, ашшĕ ачисене, халь эпир аслипе кадет класне шкула каясшăн, атте пек пуласшăн тесе калать».

Уява хутшăнакансем килти ĕçсене, пăлхантаракан самантсене манса чунпа канчĕç. Вĕсем валли ăсталăх лаççисем те йĕркеленĕ. Йăла-йĕркесене упрасси, ĕçе юратасси – çемьерен пуçланать. Шупашкарта пурăнакан Людмила Леонтьева кил-йыш вучахне упраканнипе пĕр танах хăйĕн юратнă хĕрне алă ĕçне те хăнăхтарать.

ЛЮДМИЛА ЛЕОНТЬЕВА: «Мĕн ĕлĕкрен пирĕн кукамай чăваш тĕррипе интересленнĕ. Вăл кукамайран пирĕн халĕ те пырать. Хĕрарăмăн пур çĕрте те ĕлкерсе пымалла ĕнтĕ. Ĕç нумай килте, ачана та воспитать тума ĕлкермелле. Вĕсене те внимани кирлĕ».

Уяв концерчĕ – ятарлă çар операцине хутшăнкан салтаксен çемйисене кӳрекен пулăшăвăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç. Тăван çĕршыв хӳтелевçин тĕлĕшĕпе анкетăсем, паспортсем йĕркеленĕ. Çавăнпа та вĕсен çывăх çыннисемпе тăтăшах çыхăну тытнине пĕлтерчĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Денис Спирин. Уявра Шупашкарти пултарулăх ушкăнĕсем хайсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç. Вĕсен юрри-ташши хĕрарăмсемпе пикесемшĕн, кинемейсемшĕн чи пысăк та хаклă парне пулчĕ. 

Читайте на 123ru.net