Хамăр çĕршывра туса кăларни
Чăтăмлă, меллĕ, чи кирли — хамăр çĕршыври туса кăларнă. Шупашкарти агрегат завочĕ «СИЛАНТ» брендпа çĕнĕ техника кăларать. Предприятире çĕнĕ ятпа тухса тăракан тиев машинисене пахаларĕç. Вĕсемпе паллашма ытти регионти ĕçтешĕсемпе техникăна туянакансем те килсе çитрĕç.