Юханшывра шапа кваклатни те илтĕнмест
Миçе çул иртсе кайсан та Канаш хулинче пурăнакансем пĕр ыйтăва татса параймаççĕ. Вăл çулсерен çивĕчленсе пырать. Хула администрацине пĕрре мар çитнĕ, республикăри тата Атăлçири çутçанталăка сыхлассипе тимлекен прокурорсемпе те хускатнă ыйтăва. Энĕш юханшывне варалани канăç памасть Канашсене.