Прокурорсем халăха пулăшаççĕ
Кăçалхи çурла уйăхĕнчен пуçласа Чăваш Енре пурăнакансем республикăри прокурорсемпе тӳрременех е видеоконференци мелĕпе çыхăнма пултараççĕ. Ку çĕнĕлĕхпе тăвайсемпе вăрмарсем усă курма ĕлкĕрнĕ. Пĕрисене каяш лартмалли контейнерсем çукки, теприсене çутă хунарĕсем пулманни пăшăрхантарнă. Вырăнти администраци çитменлĕхсене мĕнлерех сирнине тĕрĕслеме прокуратура ĕçченĕсемпе эпир те çула тухрăмăр.