Новости по-русски

Водительсене ăнланма ыйтаççĕ

Водительсене ăнланма ыйтаççĕ

Шупашкарти Иван Яковлев проспекчĕ - машина нумай çӳрекен вырăнсенчен пĕри. Кăçал авăн уйăхĕнче ăна юсама тытăнсан транспорт тавра çулпа çӳреме пуçларĕ. Çул-йĕр ĕçченĕсем водительсене ăнланма ыйтаççĕ. Паянхи кун тĕлне мĕн тума ĕлкĕрнине тата хăçан çула уçассине пĕлме эпир те юсав пыракан вырăна çитсе килтĕмĕр.

Читайте на 123ru.net