Çимĕкре масар çине тухма сĕнмеççĕ
Ку эрне вĕçĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Çимĕк уявне паллă тăваççĕ. Анчах кăçал пурнăçран уйрăлнă çынсене ытти чухнехи пек çăва çине кайса асăнма пулмĕ. Палăртнă кунсенче республикăри масарсем хупă пулĕç. Çак йĕркене Роспотребнадзор уйрăмĕн ĕçченĕсем кăшăллă вируса алхасма чарас тĕллевпе сĕннĕ.