Кĕнекесене пысăка хурса хакларĕç
«Халăх пуласлăхĕ тĕнре, кооперацире тата чăмăртанура» - тенĕ чăвашсен паллă çыравçи, историкĕ, философĕ, этнографĕ, педагогĕ, халăха çутта кăларас, таврапĕлӳ юхăмне пуçарас тесе тăрăшнă Гурий Комиссаров. Ентешĕмĕр пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпчесе суйласа илнисен 2-мĕш томĕ тухнă. Кĕнеке хаклавĕ Чăваш Наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн çулталăк пĕтĕмлетĕвĕн ларăвĕнче иртрĕ.