Газ хăрушсăрлăхĕ — тимлĕхре
Кăвак çулăмсăр хальхи вăхăтра пурăнма йывăр. Анчах та газпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх пирки те манма юрамасть. Пушар ан тухтăр тесен хатĕр-хĕтĕре вăхăтлă тĕрĕслеттермелле. Шупашкарти газпа тивĕçтерекен компани ĕçченĕсем çакна аса илтерсех тăраççĕ. Хăйсем те çынсем патне тухса çӳреççĕ. Черетлĕ тĕрĕслевре пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ.