Новости по-русски

Ял хуçалăх кооперативĕ кашни районта пулмалла

Ял хуçалăх продукцине тирпейлекен кооперативсем республикăри кашни районта пулмалла. Шупашкар тăрăхĕнче иртнĕ «Ялти пĕчĕк тата вăтам услам» çавра сĕтелте Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсем умĕнче çак тĕллеве лартрĕ. Вĕсем çуккипе çынсен хăйсем туса илнĕ продукцие йÿнĕрех сутма тивет. Ял хуçалăх кооперативĕсем йĕркелени хака ÿстерме кăна мар, çĕнĕ ĕç вырăнĕсене йĕркелеме, ял тăрăхсене аталантарма май памалла.

Читайте на 123ru.net