Пĕтĕмлетӳ тапхăрĕ
Кăçалхи лару-тăру кашни тытăма витĕм кÿчĕ. Чылай чухне чир-чĕр алхаснине пула палăртнă ĕçсене пурнăçлама чăрмавлă пулчĕ. Çапах та культура çурчĕсене çĕнетесси, çамрăк ăрăвăн ăс-хакăл шайне аталантарасси, халăх канăвне йĕркелесси тивĕçлĕ шайра пурнăçланать. Çулталăк вĕçленнĕ май пĕлтерĕшлĕ самантсене культура минстерствин коллегийĕн ларăвĕнчĕ сÿтсе яврĕç.