Садикре кинотеатр уçăлчĕ
Тĕнчери мĕнпур ача мультфильм пăхма кăмăллать. Çĕнĕ технологисем анимациллĕ фильмсене 3 виçеллĕ форматпа кăтартма май параççĕ. Шăпах вĕсене кăмăллаççĕ те шăпăрлансем. Шупашкарти «Çăлтăр ушкăнĕ» ача садне çӳрекенсем асамлă куçлăх тăхăнса кăсăклă çул-çӳреве çитсе килме пултараççĕ. Вĕсен халĕ хăйсен кинотеатрĕ пур.