Новости по-русски

Кивĕ çурт çĕнĕлле усă кÿрĕ

Шупашкар варринче ларакан пилĕк хутлă сарă çуртра хăй вăхăтĕнче республика Правительствипе Патшалăх Канашĕ вырнаçнă пулнă. Вунă çул ĕнтĕ вăл пушă ларать. Çын кĕрсе çӳремен çурт-таврашĕ паллах юхăнать. Çакна Шупашкар çыннисем те, хăнасем те кураççĕ. Хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтереççĕ. Ăна юсаса усă курмалла текенсем те, сӳтсе пăрахма сĕнекенсем те пур.  Эрнекун вара çак ыйтăва республика ертӳлĕхĕ тишкерчĕ. 

Читайте на 123ru.net