Новости по-русски

Килĕшӳ хыççăн килĕшӳ

Ҫĕртме уйăхĕн 23-мӗшӗнче Шупашкарта Республика кунне уявланӑ чухне «Чăваш Ен. Трансформаци» форум иртет. Унта Мускаври «Синергия» финанспа промышленноç университечĕн ĕçченĕсем те хутшăнĕç. Ку ыйтăва паян Питĕрти Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче сӳтсе яврĕç. Республика ертӳçипе Олег Николаевпа «Синергия» корпорацин вице-президенчĕ Ольга Грищенко палăртса хунă пĕрлехи ĕçсене алă пуссах çирĕплетрĕç.

 

Читайте на 123ru.net