Новости по-русски

Çĕр ĕçченĕн уявĕ иртрĕ

Ял хуçалăх техникине туянма тата 250 миллион тенкĕ уйăрĕç. Çак нухратпа тимĕр ут туянакан хуçалăхсен тăкакĕсене саплаштарĕç, аса илтеретпĕр, хале вĕсем хакăн 40 процентне каялла тавăрма пултараççĕ. Хушма укçа - Республика правительстви витĕмлĕ ĕçленĕшĕн панă грант. Ăна мĕн валли тăкаклама палăртнине  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Çĕрпӳ районĕнче «Уй-хир кунĕ» куравра пĕлтерчĕ.

Читайте на 123ru.net