Новости по-русски

Кăвак çулăм ырлăхĕ çитнĕ

Кăвак çулăм ырлăхĕ çитнĕ

Кăçалтан Раççей Президенчĕ палăртнипе газ пăрăхĕсене кил-çурт патне çитересси тӳлевсĕр пулмалла. Ятарлă программăпа Чăваш Енре те кăвак çулăм ырлăхне туйса илекен кил-йышсен шучĕ ӳсет. Нумай пулмасть Çĕмĕрле тăрăхĕнче кăвак çулăм ялкăшса кайрĕ пулсассăн, çак кунсенче Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче пурăнакансем патне те савăнăç çитрĕ. Шомик ялĕнче çут çанталăк газĕ пулнă-ха. Анчах та çĕнĕ урамсенчи çуртсене кăвак çулăм çитеймен. Çак чăрмава татса пама малашне газпа тивĕçтерекен станци пулăшĕ. Савăнăçлă сăлтав

<p>Кă&ccedil;алтан Ра&ccedil;&ccedil;ей Президенчĕ палăртнипе газ пăрăхĕсене кил-&ccedil;урт патне &ccedil;итересси тӳлевсĕр пулмалла. Ятарлă программăпа Чăваш Енре те кăвак &ccedil;улăм ырлăхне туйса илекен кил-йышсен шучĕ ӳсет. Нумай пулмасть &Ccedil;ĕмĕрле тăрăхĕнче кăвак &ccedil;улăм ялкăшса кайрĕ пулсассăн, &ccedil;ак кунсенче Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче пурăнакансем патне те савăнă&ccedil; &ccedil;итрĕ. Шомик ялĕнче &ccedil;ут &ccedil;анталăк газĕ пулнă-ха. Анчах та &ccedil;ĕнĕ урамсенчи &ccedil;уртсене кăвак &ccedil;улăм &ccedil;итеймен. &Ccedil;ак чăрмава татса пама малашне газпа тивĕ&ccedil;терекен станци пулăшĕ. Савăнă&ccedil;лă сăлтавпа саламлама Чăваш Республикин Пу&ccedil;лăхĕ Олег Николаев та &ccedil;итрĕ. Малашне ху&ccedil;алăх таран газ пăрăхĕсене &ccedil;итерсе пара&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;итменнине &ndash; тӳлевсĕр. &Ccedil;апла тума заявка &ccedil;е&ccedil; тăратмалла. Шомик тăрăхĕнче пурăнакансем те, малтанах газлă пулнисем, кăвак &ccedil;улăмпа халь тивĕ&ccedil;тернĕ &ccedil;ĕнĕ урамри кил-&ccedil;урт ху&ccedil;исемшĕн хĕпĕрте&ccedil;&ccedil;ĕ. ГАЛИНА САЗОНОВА: &laquo;Питĕ савăнатпăр газ пурришĕн, вутă хутмастпăр халь, хатĕрлеместпĕр. Газпа усă куратпăр, ăшă п&yuml;ртре ăшăнса пурăнатпăр. Карчăксене мĕн кирлĕ пире, пенси карчăкĕсене? Пенси ук&ccedil;и пама ан чарăнччĕр те, ăшă п&yuml;рт кирлĕ те, ачисем савăнтараччĕр&raquo;. Телейлисен шутĕнче вара Сорокинсен &ccedil;емйи. 2009-мĕш &ccedil;ултах вĕсем Шомик ялĕнче хăйсен йăвине &ccedil;авăрнă. Анчах та кил-&ccedil;уртне ăшăтма вара кăвак &ccedil;улăм пулман. Газ балонĕ час пĕтет. &Ccedil;уллахи вăхăтра вара пахча-&ccedil;имĕ&ccedil;, &ccedil;ырла таврашне пĕ&ccedil;ерме хатĕрленсен пушшех те. &Ccedil;ак чăрмав Сорокинсемшĕн тинех хы&ccedil;а юлать. ВАЛЕРИЙ СОРОКИН: &laquo;Газĕ пирки кала&ccedil;у час-часах пулнă, анчах &ccedil;авăн пек хăвăрт пулса тухасса эпир шанман. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пăхатпăр та, пирĕн карта хы&ccedil;ĕнче тракторсем чава пу&ccedil;ланă. Уйăх-уйăх &ccedil;урă хушшинче тенĕ пек. Электричествăпа пурăнаттăмăрччĕ, халь газ &ccedil;ине ку&ccedil;рăмăр&raquo;. Халĕ Сорокинсен &ccedil;емйинче яланах ăшă пулĕ. &laquo;Апачĕ вара тата та тутлăрах, техемлĕрех пи&ccedil;се тухĕ&raquo;, &ndash; палăртрĕ&ccedil; вĕсене саламлама килнĕ хăнасем. Маргарита Мельникова, Георгий Кривошеин</p>

Читайте на 123ru.net