Новости по-русски

Ачасен мĕншĕн çуран çӳремелле?

Раççей халăх фрончĕ республикăри тĕрлĕ çивĕч ыйтăва тишкерет, йĕркесĕрлĕхе уçăмлатма тăрăшать. Çак кунсенче пĕрлешӳ пайташĕсем Патăрьелти шкул таврашĕнчи çулсене тĕрĕслерĕç. Кивĕ Ахпӳрт, Пăлакасси, Çĕнĕ Ахпӳрт ачисем мĕнпе айăпа кĕрсе кунсерен шкула çавра çулпа утаççĕ. Ку ыйтăва халăх фрончĕпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тишкерчĕ. Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри хастарĕсем Патăрьелти пĕрремĕш шкул ыйтăвне тахçанах тимлĕхре тытаççĕ. Чылай çăхав килнипе вырăна та çитсе килчĕç. Вĕр çĕнĕ çул сарнă, çапах та ăна кивĕ йĕркепе пурнăçланă. Карл Маркс тата Ленин урамĕнчи çул урлă икĕ хутчен каçма тивет шкула çитес тесен. Çапах та каçмăша ячĕшĕн çеç тунă. Вак чулпа такăнса пылчăк çăрса никам та çӳресшĕн мар. Çавăнпа ачи-пăчине çавăтнă ашшĕ-амăшĕ шкул енчи тротуарпа çӳрет. Тепĕр енче вара йывăç, çырма-çатраллă вырăн. Çавăнпа автотранспорта пăхмасăр иртен-çӳрен çул варрипех утать. Вăл ансăр пулнăран авари таврашĕ сиксе тухас хăрушлăх та пысăк. Çĕнĕ йĕрке тăрăх, çул сарлакăшĕ – 6 метр. Тротуар сарлакăшĕ – метртан кая мар пулмалла. Машинăсене пăрăнса кĕмелли вырăна чи малтанах çĕнетсе юсамалла терĕç Раççей халăх фрончĕн пайташĕсем. – Эпир çак çулпа кашни кун ирхине шкула 7 тухса каятпăр. Килнĕ чухне те ачасене кайса илетпĕр. Пирĕн машина çук. Шкул автобусĕ пулсан, паллах, лайăх пулатчĕ. Кивĕ Ахпӳртри шкула çӳрекен 53 ача çулĕ те кунсерен такăрах мар. Ир-ирех çухрăм çуран утаççĕ çывăхри ялсенчен килекенсем. Малтанах вĕсен шкул автобусĕ пулнă. Каярахпа ăна Патăрьелти 2-мĕш вăтам шкула панă. «Кивĕ Ахпӳрт шкулĕн директорĕ Петр Рыбкин ашшĕ-амăшĕ ку ыйтăва çĕклемен, эппин, пурне те йăлтах тивĕçтерет», – тет. Ытларах ăна çулсем тăвăр пулни тарăхтарать. ПЕТР РЫБКИН: «Пирĕн ялта çул, чăннипех те, тăвăр. Ял халăхĕ ытларах тротуар çуккипе çул тăрăх çӳрет. Аварисем те час-часах пулаççĕ. Çавăнпа тротуар ыйтăвĕ çивĕч». РУДОЛЬФ СЕЛИВАНОВ: «Икĕ çул каялла республика çулсене юсама пуçларĕ. Çулсем тăрăх çӳрекен шоферсем те савăнаççĕ. Ку проекта вĕсем кĕреймен. Çавăнпа Упрдор çак çулсене тăмалла». Шкул ачи шкултан пĕр километртан аяккарах пурăнать пулсан, йĕрке тăрăх ăна автобуспа туттармалла. Эппин, вĕрентӳ тытăмĕнче тăрăшакансен 53 ача валли кĕçех автобус шырама пуçлама тивет. Регина Кубайкина, Игорь Зверев

Читайте на 123ru.net