Новости по-русски

Шырава хатĕр

Шырава хатĕр

Челябинск облаçĕнче çулран çул шкул ачисем йышĕнче «Шырава хатĕр» тупăшăвĕ иртет. Раççей шайĕнчи ăмăртăва Чăваш Енрен вĕренекенсем те хутшăнаççĕ. Шупашкарти 40-мĕш шкулти «Беркут» шырав отрячĕ ку тупăшура çулсеренех палăрать. Малтан «Берет» çарпа патриот клубĕ, 2017-мĕш çултан «Беркут» шырав отрячĕ. Ячĕ тата ушкăнăн ĕçĕ-хĕлĕ улшăннă пулсан та вĕсене пĕр япала пĕрлештерет – аваллăх. Никама та манман, нимĕн те манăçман. Çакна мала кăлараççĕ те çамрăксем. Аня Патеева 3 çул ĕнтĕ ку ушăнра. Апла пулин те пике ка

<p><span>Челябинск обла&ccedil;ĕнче &ccedil;улран &ccedil;ул шкул ачисем йышĕнче &laquo;Шырава хатĕр&raquo; тупăшăвĕ иртет. Ра&ccedil;&ccedil;ей шайĕнчи ăмăртăва Чăваш Енрен вĕренекенсем те хутшăна&ccedil;&ccedil;ĕ. Шупашкарти 40-мĕш шкулти &laquo;Беркут&raquo; шырав отрячĕ ку тупăшура &ccedil;улсеренех палăрать. Малтан &laquo;Берет&raquo; &ccedil;арпа патриот клубĕ, 2017-мĕш &ccedil;ултан &laquo;Беркут&raquo; шырав отрячĕ. Ячĕ тата ушкăнăн ĕ&ccedil;ĕ-хĕлĕ улшăннă пулсан та вĕсене пĕр япала пĕрлештерет &ndash; аваллăх. Никама та манман, нимĕн те манă&ccedil;ман. &Ccedil;акна мала кăлара&ccedil;&ccedil;ĕ те &ccedil;амрăксем. Аня Патеева 3 &ccedil;ул ĕнтĕ ку ушăнра. Апла пулин те пике кашни &ccedil;улах &ccedil;ĕннине пĕлнине, илĕртмелли пулăмсем йышлансах пынине хавхаланса каласа парать. Ви&ccedil;ĕ кунра пĕтĕмĕшле хатĕрленсе &ccedil;ула тухмалла, шырав ĕ&ccedil;ĕсем ирттермелле, тасатмалла, тĕпчемелле, мĕн тупнине видео ӳкерсе социаллă тетелте вырна&ccedil;тармалла &ndash; пурне те тума ĕлкĕрет вăл. Пикене архивра нумай вăхăт ирттересси те хăратмасть, тепĕр майлă, хавхалантарать. Кă&ccedil;ал вăл хăйĕн вĕрентекенĕпе кĕнеке управ&ccedil;инче тасатнă-тирпейленĕ чухне 324-мĕш стрелоксен дивизийĕ пирки нумай пĕлет. Аваллăхпа паллашни ăна тата шырав ушкăнĕн ытти пайташне Ра&ccedil;&ccedil;ей шайĕнчи тупăшура самай пулăшать. Акă, Чебаркульти &ccedil;ар гарнизонĕнче йĕркеленĕ &laquo;Шырава хатĕр!&raquo; тупăшура та ку пĕлӳ кирлĕ пулнă. МАРИНА ЗАЙЦЕВА: &laquo;40-мĕш шкулта &laquo;Беркут&raquo; шырав отрячĕ ĕ&ccedil;лет. Унта аслă класра вĕренекенсем &ccedil;ӳре&ccedil;&ccedil;ĕ. Хастар шырав&ccedil;ăсем Челябинск обла&ccedil;ĕнче конкурсра 2-мĕш вырăна йышăнчĕ&ccedil;. Малалла та шырав отрядне ăнă&ccedil;усем сунатпăр&raquo;. Ушкăна &ccedil;ӳрекенсенчен нумайăшĕ кĕ&ccedil;ех шкул &ccedil;унатти айĕнчен те туха&ccedil;&ccedil;ĕ. Апла пулин те &ccedil;амрăксем пăшăрханма&ccedil;&ccedil;ĕ &ndash; май пулнă таран малашлăхра шыравпа тĕпчев ĕ&ccedil;ĕсене хутшăнма палăрта&ccedil;&ccedil;ĕ. Алина Сусметова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев</span></p>

Читайте на 123ru.net