Новости по-русски

Архивсем цифра мелĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ

Архивсем цифра мелĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ

Чăваш Республикин патшалăх историйĕн архивĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 80 çул. Унăн пурлăхĕнче 1 миллион те 200 000 ытла документ, 37 000 сăн ӳкерчĕк упранать. Раççейри чи пысăк архивсенчен пĕри шутланать вăл. Шупашкар 550 çул тултарнă, Чăваш автономине йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине халалланă куравсен, нумай кĕнеке никĕсĕнче – архив материалĕсем. Кăçал çак тытăмра тăрăшакансем Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакан паттăрсен ĕçĕ-хĕлне уçăмлатассипе нумай вăй хунă. Хальхи вăхăтра архивистсен те цифра технолог

<p><span>Чăваш Республикин патшалăх историйĕн архивĕ йĕркеленнĕренпе кă&ccedil;ал 80 &ccedil;ул. Унăн пурлăхĕнче 1 миллион те 200 000 ытла документ, 37 000 сăн ӳкерчĕк упранать. Ра&ccedil;&ccedil;ейри чи пысăк архивсенчен пĕри шутланать вăл. Шупашкар 550 &ccedil;ул тултарнă, Чăваш автономине йĕркеленнĕренпе 100 &ccedil;ул &ccedil;итнине халалланă куравсен, нумай кĕнеке никĕсĕнче &ndash; архив материалĕсем. Кă&ccedil;ал &ccedil;ак тытăмра тăрăшакансем Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакан паттăрсен ĕ&ccedil;ĕ-хĕлне у&ccedil;ăмлатассипе нумай вăй хунă. Хальхи вăхăтра архивистсен те цифра технологийĕсемпе туслашма тивет. &Ccedil;ĕнĕлĕх пурнă&ccedil;а мĕнле кĕрсе пынине, малашнехи аталану &ccedil;ул-йĕрне ытти регионтан килнĕ ĕ&ccedil;тешсемпе конференцире сӳтсе яврĕ&ccedil;. &laquo;Архив &ndash; питĕ хăйнеевĕрлĕ тытăм. &Ccedil;ак йывăр та кăткăс ĕ&ccedil;е пĕрре кӳленсен нимле те уйрăлма &ccedil;ук&raquo;, &ndash; тет Чăваш Республикин патшалăх историйĕн архивĕнче 30 &ccedil;ула яхăн вăй хунă Анатолий Выйкин. АНАТОЛИЙ ВЫЙКИН: &laquo;Ун чухне 7-8 &ccedil;ын пыратчĕ. Паянхи кун архив &ndash; центр. Унта истори те, &ccedil;ын пурнă&ccedil;ĕ те. Унта аталану, пирĕн республика аталанни, колхозсем, ялсем аталанни. Пурте унта пухăнса тăра&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;авăнпа &ccedil;ав тери интереслĕ вăл&raquo;. Архивра нумай &ccedil;ул тăрăшса ĕ&ccedil;лекенсене Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова чысларĕ. Пушкăрт, Мари, Удмурт Республикисенчен, Чĕмпĕр, Пенза, Самар обла&ccedil;ĕсенчен тата ытти регионти хăнасем Чăваш Енри патшалăх истори архивĕн ĕ&ccedil;ĕ-хĕлне пысăка хурса хакла&ccedil;&ccedil;ĕ. Цифра технологийĕсемпе усă курасси те &ccedil;ӳллĕ шайра аталанса пырать те&ccedil;&ccedil;ĕ. ЛЮБОВЬ ЗАРУБИНА: &laquo;Чулхула обла&ccedil;ĕпе Чăваш Ен &ccedil;ывăхра вырна&ccedil;нăран пирĕн истори докуменчĕсенче те интереслĕ пулăмсем нумай. Чăваш &ccedil;ĕрĕсем пирĕн обла&ccedil; шутне кĕнипе те &ccedil;ыхăннă ку&raquo;. Шупашкара килнĕ хăнасем хăйсен кулленхи ĕ&ccedil;ĕпе те паллаштарчĕ&ccedil;. Сăмахран, Пушкăрт Республикинчи архивистсем унти управăшĕсенче халăх йăх-несĕлне, ял-хулара та кам хă&ccedil;ан пурăннине сăнласа, у&ccedil;са паракан &laquo;ревизские сказки&raquo; текен документсем нумаййине кала&ccedil;&ccedil;ĕ. Вĕсене тишкерсе-пухса электронлă кăларăмсем хатĕрленĕ. Цифра мелĕсене ытти регионсенче те ытларах та ытларах алла иле&ccedil;&ccedil;ĕ. Регина Кубайкина, Юрий Марков</span></p>

Читайте на 123ru.net