Новости по-русски

Çичĕ ылтăн

Çичĕ ылтăн

Республикăри апат-ҫимӗҫ фончӗн продукцине Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» конкурсра пысӑк хак пачĕç. Экологи тӗлӗшӗнчен таса та паха 7 тӗрлӗ кӗрпе ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗ. 7 тӗрлӗ кӗрпен 7 ылтӑн медаль. Пӗтӗм Раҫҫейри куравра тивӗҫнӗ хисеп предприятишӗн пысӑк ҫитӗнӳ. Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ ҫулсерен аталанать. Паха тавара пурте кӑмӑллаҫҫӗ. Фонд садиксене, шкулсене тата ытти учреждение хăй кăларакан кĕрпесемпе, çавăн пекех республикăра туса илнĕ пахча çимĕçпе, аш-какайпа тивĕçтерет. Яваплӑха туйса

<p><span>Республикăри апат-ҫимӗҫ фончӗн продукцине Пĕтĕм Ра&ccedil;&ccedil;ейри &laquo;Ылтăн кĕркунне&raquo; конкурсра пысӑк хак пачĕ&ccedil;. Экологи тӗлӗшӗнчен таса та паха 7 тӗрлӗ кӗрпе ылтӑн медаль ҫӗнсе илчӗ. 7 тӗрлӗ кӗрпен 7 ылтӑн медаль. Пӗтӗм Раҫҫейри куравра тивӗҫнӗ хисеп предприятишӗн пысӑк ҫитӗнӳ. Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ ҫулсерен аталанать. Паха тавара пурте кӑмӑллаҫҫӗ. Фонд садиксене, шкулсене тата ытти учреждение хăй кăларакан кĕрпесемпе, &ccedil;авăн пекех республикăра туса илнĕ пахча &ccedil;имĕ&ccedil;пе, аш-какайпа тивĕ&ccedil;терет. Яваплӑха туйса ӗҫлесен ҫеҫ курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тума пулать. Предприяти кӗрпе тирпейлекен цеха юсаса ҫӗнетнӗ, 2 ҫӗнӗ лини уҫнӑ, кӑҫал кӗрпесене чӗркесе сутлӑха кӑларакан цех хута янӑ. Республикăн ял ху&ccedil;алăх министерстви, апат-ҫимӗҫ фончӗ &laquo;Ылтăн кĕркуннере&raquo; &laquo;Уралхим&raquo; пӗрлешӳпе килĕш&yuml; алă пусрӗ. Туслӑ ӗҫлени ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗ. ДМИТРИЙ КОТЕЛЬНИКОВ: &laquo;Чăваш Республикинчи апат-&ccedil;имĕ&ccedil; фончĕпе тах&ccedil;антанпах килĕштерсе ĕ&ccedil;летпĕр. Пирĕн тĕллевсем те пĕр. Им-&ccedil;ам енĕпе малалла пĕрле аталанатпăр. Килĕшӳ &ccedil;ине алă пусни икĕ еншĕн те пĕлтерĕшлĕ&raquo;. Чӑваш Ен делегацийӗ &laquo;Фосагро&raquo; пӗрлешӳпе ӗҫлӗ тӗл пулу ирттерчӗ. Малашнехи ӗҫ планне сӳтсе яврӗ. Республикӑри апат-&ccedil;имĕ&ccedil; фончĕ аграрисене кĕрхи тата &ccedil;урхи ака-суха ĕ&ccedil;ĕсене ирттермешкĕн кирлĕ минерал удобренийĕсемпе, сĕрмелли-&ccedil;унтармалли материалсемпе тивĕ&ccedil;терет, &ccedil;ав шутрах &ndash; аванс мелĕпе те. Апат-ҫимӗҫ фончӗн ертӳҫи Александр Богданов каланӑ тӑрӑх, ҫуркунне фонд ху&ccedil;алăхсене удобрени тӳлевсĕрех парать, кĕркунне вĕсенчен тырă илет. Минерал удобренийĕсен тӗсӗсене те пуянлатнă. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: &laquo;Предприяти халĕ те, кĕркуннехи вăхăтра, удобрени сутать. Вĕсемпе усă курни &ccedil;ĕр пахалăхне те, тухă&ccedil; лайăх пулассине те ырă витĕм кӳрет&raquo;.</span></p>

Читайте на 123ru.net