Новости по-русски

Пултарулăх анинче чи хастаррисем

Пултарулăх анинче чи хастаррисем

<p><span>&Ccedil;улсерен массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракан журналистсем хушшинче &laquo;СМИротворец&raquo; пултарулăх конкурсĕ иртет. Унта ха&ccedil;ат-журнал ĕ&ccedil;ченĕсем те, телевиденипе радио тытăмĕнче тăрăшакансем хутшăна&ccedil;&ccedil;ĕ. Чăваш Ене Атăл&ccedil;ири тăрăхĕн тĕрлĕ регионтан &ccedil;ак ăмăртура палăрнă ĕ&ccedil;тешсем килсе &ccedil;итрĕ&ccedil;. &Ccedil;авра сĕтелсем, ĕ&ccedil;лĕ тĕлпулусем пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашма май парĕ&ccedil;. Конкурсăн пĕрремĕш кунĕнче аякран килнĕ хăнасем вара республикăн илемĕпе, паллă вырăнĕсемпе паллашма та вăхăт тупрĕ&ccedil;. &laquo;СМИротворец&raquo; конкурса калем ăстисем хăйсен тăван халăхĕпе, культурипе, тĕрлĕ халăхăн кун-&ccedil;улĕ, тĕрлĕрен тĕнпе пурăнакансен туслă хутшăнăвĕпе &ccedil;ыхăннă ĕ&ccedil;сене тăратнă. Пĕтĕмĕшле конкурса 1300 ĕ&ccedil; &ccedil;итнĕ, хутшăнакансене 5 номинацире чыслĕ&ccedil;. Конкурс лауреачĕсем пирĕн регионта хăнара пулнă май Шупашкар хулин илемĕпе паллашрĕ&ccedil;. Каярах вара Шуршăлти Космонавтика музейĕнче пулса курчĕ&ccedil;. АЛЕКСАНДР ТУКМАКОВ: &laquo;Паян &ccedil;ак конкурсра хутшăнакан ушкăн вăл. Андриян Григорьевич мемориал комплĕксĕ. Кунта ăна пытарнă, кунта выртать. Ăна нумайăшĕ пĕлме&ccedil;&ccedil;ĕ. Паянхи килнĕ ушкăн вĕсене паян, чăнах та, каласа пара&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, икĕ хут Совет Союзĕн паттăрĕ ята тивĕ&ccedil;нĕ Андриян Николаев летчик-космонавт &ccedil;уралнă ялĕ, ун ячĕпе &ccedil;ĕкленĕ Космонавтика музейĕ, мемориал комлексĕ журналистсене тĕлĕнтерчĕ. Пурте тулли кăмăлпа экспонатсене сăнарĕ&ccedil;. ЮЛИЯ АБДУЛЛИНА: &laquo;Питĕ кăмăллă музей. Тĕрĕссипе, эпĕ пĕлмен те, 3-мĕш космонавт сирĕн ентеш пулнине. Кунта питĕ интереслĕ курав лапамĕ, мемориал вырăнĕ, вăл &yuml;снĕ тавралăх. &Ccedil;ав вăхăтрах космос пирки те &ccedil;ав тери кăсăклă та калăпăшлă хыпарпа паллашма пулать&raquo;. Пирĕн тăрăхри паллă вырăнсем ытти регионти журналистсемшĕн кăсăклă пулчĕ&ccedil;. Тепĕр хăйнеевĕрлĕ, илĕрт&yuml;ллĕ те &ccedil;ав вăхăтрах сăваплă вырăн &ndash; &Ccedil;ĕрпӳри Тихвин мăнастырĕ пулчĕ. Унăн историйĕ, &ccedil;ав вăхăтрах архитектура илемĕ аякри хăнасене уйрăмах тыткăнларĕ. &laquo;Кунта чуна лăплантаракан, хавхалантаракан, &ccedil;ура&ccedil;улăх парнелекен тĕлĕнмелле вăй-хăват вырăнĕ пулнăн туйăнать&raquo;, &ndash; палăртрĕ&ccedil; аякри хăнасем. ОЛЬГА ФАРХУТДИНОВА: &laquo;Монастырь илемĕ чуна пырса тиврĕ. Кунта тĕлĕнмелле аваллăх сĕмĕ. Ку&ccedil;&ccedil;уль те тухрĕ. Кун пек вырăнсенче пулнă чух чун тасалать тейĕн. Чăн та, чуна пырса тиврĕ&raquo;. Илемлĕ вырăнсемсĕр пу&ccedil;не аякри хăнасем Чăваш халăхăн техĕмлĕ те тутлă апат-&ccedil;имĕ&ccedil;не ас тиврĕ&ccedil;. Чăваш апачĕ пирки кăсăклă пулăмсемпе те паллашрĕ&ccedil;. ВАЛЕНТИНА МИХАЙЛОВА: &laquo;Техĕмлĕ чăваш апачĕпе &ndash; какай шӳрпипе хăналатпăр, хуран кукли. Хуран куклине эпир питĕ юратса, ăшран тутлă турăмăр. Хуран кукли пирĕн тăпăрчăпа, &ccedil;ăмартапа. Техемлĕ чей ĕ&ccedil;теретпĕр&raquo;. Куке&ccedil; поселокĕнчи Бичурин ячĕпе хисепленекен музейри экспонатсем те калем ăстисене тĕлĕнтерчĕ&ccedil;. Ăста ку&ccedil;ĕ вара ăста ку&ccedil;ĕех. Кунта кăсăклă кăларăмсемпе хăйнеевĕрлĕ материл хатĕрлеме аван пулнине палăртрĕ&ccedil; хăнасем. Чăваш тĕррин музейĕ вара чăваш халăхĕн кун-&ccedil;улĕпе, тум-тирĕпе, эрешĕпе тĕплĕнрех паллашма май пачĕ хăнасене. Тĕрĕ &ndash; аваллăх палли &ndash; чăваш тĕнчин пĕр пĕчĕк &ccedil;е&ccedil; пайне путма май парнелерĕ. Хавхалану туйăмĕпе калем ăстисем конкурс пĕтĕмлетĕвне кĕтĕ&ccedil;. &Ccedil;ĕнтер&yuml;&ccedil;ĕсене сумлă парнесемпе, хисеп хучĕсемпе чыслĕ&ccedil;</span></p>

Читайте на 123ru.net