Новости по-русски

Ача сачĕ алăксене уçрĕ

Ача сачĕ алăксене уçрĕ

Çитес çул Шупашкарти 10 ача садне тĕпрен юсаса çĕнетмелле. Проектпа смета докуменчĕсем хатĕр. Кăçал вара тĕп хулари 11 ача сачĕ тĕпрен улшăнĕ. Хыснаран 318 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурне те хута ямалла. 85-мĕш ача сачĕ вара шăпăрлансене паян йышăнма пуçларĕ. Куншăн ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те савăнчĕ. Таврара хаваслă кĕвĕ янăрать. Кривов урамĕнчи 7-мĕш çуртра çур çула яхăн шăплăх хуçаланнă хыççăн тинех ача-пăча шавĕ хуçаланма тытăнчĕ. Юсанса çĕнелнĕ са

<p><span>&Ccedil;итес &ccedil;ул Шупашкарти 10 ача садне тĕпрен юсаса &ccedil;ĕнетмелле. Проектпа смета докуменчĕсем хатĕр. Кă&ccedil;ал вара тĕп хулари 11 ача сачĕ тĕпрен улшăнĕ. Хыснаран 318 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурне те хута ямалла. 85-мĕш ача сачĕ вара шăпăрлансене паян йышăнма пу&ccedil;ларĕ. Куншăн ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те савăнчĕ. Таврара хаваслă кĕвĕ янăрать. Кривов урамĕнчи 7-мĕш &ccedil;уртра &ccedil;ур &ccedil;ула яхăн шăплăх ху&ccedil;аланнă хы&ccedil;&ccedil;ăн тинех ача-пăча шавĕ ху&ccedil;аланма тытăнчĕ. Юсанса &ccedil;ĕнелнĕ садик алăкне &ccedil;ĕнĕрен у&ccedil;рĕ. Пĕчĕккисен питĕнче йăл кулă &ccedil;и&ccedil;ет. Ашшĕ-амăшĕ те тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле савăнать. ИРИНА ИВАНОВА: &laquo;Эпир Лерăпа &ccedil;ак садик у&ccedil;ăласса тах&ccedil;антанпах кĕтетпĕр. Вăл часрах у&ccedil;ăлтăр тесе воспитателе пулăшма та килтĕмĕр. Чӳрече &ccedil;урăмăр, игрушкăсене &ccedil;уса патăмăр&raquo;. АЛЕНА КОНДРАТЬЕВА: &laquo;Ман ача питĕ хаваспах &ccedil;ӳрет, савăнать. Килĕштерет &ccedil;ак садике. Садикĕ хитре, таса, лайăх. Манăн ача &ccedil;акăнта &ccedil;ӳренĕшĕн питĕ савăнать&raquo;. 1970-мĕш &ccedil;улта туса лартнă &ccedil;урта халь тĕпрен юсанă. Тулашне илемлетнĕ, &ccedil;ивĕттине улăштарнă, канализаци тытăмне тата шыв пăрăхĕсене &ccedil;ĕнетнĕ. &ndash; Каласа парăр-ха, тархасшăн, сирĕн ача сачĕ юсав хы&ccedil;&ccedil;ăн мĕнле ылмашĕнчĕ-ха? ЛАРИСА НИКИФОРОВА: &laquo;Юсав хы&ccedil;&ccedil;ăн пирĕн ача сачĕ пĕтĕмпех ылмашăнчĕ: коридорсенче те, пӳлĕмсенче те. Пур &ccedil;ĕрте те пирĕн илемлĕ. &Ccedil;акăнта коридорта та хулан паллă вырăнĕсене курма пулать. Акă, тĕслĕхрен, чăваш драма театрĕ. &Ccedil;акăнта ачасем киле&ccedil;&ccedil;ĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе пăха&ccedil;&ccedil;ĕ, паллаша&ccedil;&ccedil;ĕ, пĕр-пĕрне каласа пара&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;. &ndash; Апла пулсан эсир пĕчĕкренех ачасене хула историпе те паллаштаратăр? &ndash; &Ccedil;апла. Ача садĕнченех пирĕн историпе, чăваш йăли-йĕркипе паллаша&ccedil;&ccedil;ĕ. Хăтлă &ccedil;уртра 140 ытла ача вăхăта усăллă ирттерет. Вăл кашни ир 6 ушкăнри ачасене йышăнать. АЛИНА СУСМЕТОВА: &laquo;Тăватă уйăх каялла &ccedil;е&ccedil; &ccedil;акăнта &ccedil;ара стенасем пулнă. Халĕ вара кунта ачасене вĕренмелли, тавракурăмне аталантармалли темĕн те пур. &Ccedil;утă та илемлĕ пӳлĕмсем. &Ccedil;ак хăтлăха кĕртме хыснара 33 миллион ытла тенкĕ уйăрнă&raquo;.</span></p>

Читайте на 123ru.net