Новости по-русски

Çынна çăлма пултарнă

Çынна çăлма пултарнă

Инкек куçа курăнса килмест. Кĕтмен çĕртен мăйран çĕçĕпе чикме те пултараççĕ. Çакăн пек пăтăрмахлă лару-тăру Шупашкар урамĕнче юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче сиксе тухнă. Çынсене 43-ĕш маршрутпа турттаракан 23 çулхи водитель пĕр самантра пурнăçпа вилĕм хушшине кĕрсе ÿкнĕ. 7 сехет те 30 минутра Шупашкарти Фучик урамĕпе пыракан 43-мĕш маршрут автобусĕ çул варринче кĕтмен çĕртен чарăнса ларнă. Руль умĕнче – Петр Николаев, вăл çынсене кăларма пуçланă. Унпа инкек пулса иртни видеора курăнмасть, çапах та хĕрлĕ куртка тăхăн

<p><span>Инкек ку&ccedil;а курăнса килмест. Кĕтмен &ccedil;ĕртен мăйран &ccedil;ĕ&ccedil;ĕпе чикме те пултара&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;акăн пек пăтăрмахлă лару-тăру Шупашкар урамĕнче юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче сиксе тухнă. &Ccedil;ынсене 43-ĕш маршрутпа турттаракан 23 &ccedil;улхи водитель пĕр самантра пурнă&ccedil;па вилĕм хушшине кĕрсе &yuml;кнĕ. 7 сехет те 30 минутра Шупашкарти Фучик урамĕпе пыракан 43-мĕш маршрут автобусĕ &ccedil;ул варринче кĕтмен &ccedil;ĕртен чарăнса ларнă. Руль умĕнче &ndash; Петр Николаев, вăл &ccedil;ынсене кăларма пу&ccedil;ланă. Унпа инкек пулса иртни видеора курăнмасть, &ccedil;апах та хĕрлĕ куртка тăхăннă хĕрарăм хăйне ăнланмалла мар тытни сисĕнет. Пĕрремĕш тухса каять &ndash; кăшт вăхăт иртсен каялла килет. ПЕТР НИКОЛАЕВ: &laquo;Богданка остановкинче хĕрача мала ларчĕ. Эпĕ тапранса кайрăм. Хы&ccedil;ала ук&ccedil;а пама &ccedil;аврăнтăм та мана ăнсăртран чикрĕ. Укол турĕ-и тетĕп? Машинăна васкавлă чартăм та хĕрарăм тухса кайрĕ&raquo;. Хы&ccedil;ран пыракан тепĕр машрут транспорчĕ васкавлă чарăннипе &ccedil;е&ccedil; 23 &ccedil;улти каччă сывă юлнă. АЛЕКСЕЙ НИКАНДРОВ: &laquo;Раципе илтрĕм пулăшу ыйтнине &ndash; хы&ccedil;&ccedil;ăнах чарăнса пырса лартăм. Машина мала ан кустăр тесе хамăнне маларах лартрăм&raquo;. Ар&ccedil;ын &ccedil;ухалса кайман, тӳрех васкавлă пулăшу панă. Аптечка илме хăй автобусне чупнă, &ccedil;ав хушăрах реанимобиль машинине чарнă. &Ccedil;ĕ&ccedil;ĕпе чикнĕ водителе республикăри клиника больницине ле&ccedil;нĕ. Операци тунă хы&ccedil;&ccedil;ăн ăна реанимацирен ахаль палатăна ку&ccedil;арнă. ПЕТР НИКОЛАЕВ: &laquo;Леша 10 &ccedil;еккунтран &ccedil;итрĕ те пулăшрĕ. Тавтапу&ccedil; ăна пулăшнăшăн&raquo;. Шупашкарти &ccedil;ул &ccedil;инче инкек тухни &ccedil;инчен республикăра пурăнакансем тĕрлĕ социаллă тетелте сӳтсе явнă. Пурте унта Алексея мухтаса, чăн-чăн ар&ccedil;ын, паттăр тесе пĕлтернĕ. Элĕк районĕнче &ccedil;уралса ӳснĕ Алексей Никандров 13 &ccedil;ул руль умĕнче, кунсерен &ccedil;ынсене турттарать. Паян ăна паттăрлăхшăн &ndash; Шалти ĕ&ccedil;сен министерствин Чăваш Енри управленийĕнче Общество Канашĕн ятарлă паллипе, Тав хучĕпе, парнепе &ndash; &ccedil;ĕнĕ видеорегистраторпа чысларĕ&ccedil;. Ра&ccedil;&ccedil;ей следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн ĕ&ccedil;ченĕсем 28 &ccedil;улти ашкăнчăклă шухăшлă хĕрарăм тĕлĕшпе уголовлă ĕ&ccedil; пу&ccedil;арнă. Ăна кă&ccedil;алхи раштав уйăхĕн 11-мĕшĕччен ирĕкрен хăтарнă. Следстви малалла пырать</span></p>

Читайте на 123ru.net