Новости по-русски

«Чăвашкино» пуласлăхĕ пур

«Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ шăпи паян пурне те калаçтарать. Халăхра культура çуртне хупма пултараççĕ текен сас-хура çӳрет. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕ, выçлăх, вăрçă – çине-çинех йывăрлăх, кĕтменлĕх. Çакнашкал саманара та патшалăх кино ĕçне пулăшма хевте çитернĕ. Паян – урăх самана, халĕ те çăмăл мар. Ĕлĕкхи ырă йăлана хисеплесе, çĕнĕ ĕмĕрти шухăш-ĕмĕте шута илсе патшалăх пулăшу алли тăсса пама вăй-хал çитерни «Чăвашкино» ăстисемшĕн чăн-чăн çăлăнăç. Унăн пуласлăхне Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура сӳтсе яврĕç. 1926-1932-мĕш çулсем – чăвашсен кино искусстви аталаннă тапхăр. Тăван халăх культурине аталантарас тĕлĕшпе чăваш театрĕн «ашшĕ» – Иоаким Максимов-Кошкинский самай паллă ĕç тунă. Вĕсенчен пĕри – чăвашла кинокартинăсем ӳкерни. «Чăвашкино» йĕркелесе вăл халăх историйĕнче ĕмĕрлĕх асра юлмалли «Сарпике», «Хура юпа», «Ял», «Апайка», «Киремет карти» ятлă илемлĕ картинăсем хатĕрленĕ. Вĕсене Раççейре кăна мар, ют çĕршывсенче те кăтартнă. Пĕр ĕмĕр тултаракан культура эткерлĕхĕ темле йывăрлăхра та çĕнтернĕ. Ĕçлеме, çĕнĕ киносем ӳкерме вăй-хăват тупнă. Паллах, кунта патшалăх енчен пулăшу пулнине те палăртса хăвармалла. Паян та киностуди çĕнĕрен те çĕнĕ фильмсем ӳкерме хевте çитерет. Лайăх кино халăхăмăрăн ятне-сумне çĕклеме пулăшать, чăваш çыннине малашлăха шанса пурăнма хавхалантарать. Чи пахи – патшалăх тĕревĕ, ку енĕпе ĕçлес кăмăллă çынсем пурри. Ăна валли майсем çителĕклĕ. Халĕ «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн мĕн пуррине упраса çĕнĕлле ĕçлесе аталанмалла. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев мĕн пуррине сыхласа хăварнипе çеç мар, пурлăхпа тĕрĕс усă курса тухăçлă ĕçлемеллине каларĕ. Чи малтан тăван чĕлхе, несĕлсен культурипе искусствине, йăла-йĕркене аталантарссипе пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Елизавета Цветкова, Юрий Марков

Читайте на 123ru.net