Тутлă апатланаççĕ
Вăхăтра апатланни, тутлă та техĕмлĕ çимĕçсемпе сăйланни шкул ачисен сывлăхне, кăмăл-туйăмне, вĕренӳ шайне те витĕм кӳрет. Шкулти апатлану пахалăхĕ çитĕнекен организмшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Выçă хырăмпа вĕренес те, аталанас та килмест. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче ачасене кун каçа мĕн çитернине куншăн яваплисем тĕрĕслесех тăраççĕ. Ывăл-хĕрне мĕнпе апатлантарни ашшĕ-амăшне те пăшăрханатарть. Вĕсем те шкулти апата тутанса пăхса хаклама пултарĕç. Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктерти вăтам шкул столовăйĕнче пиçсе тухнă апат-çимĕçĕн ырă та техĕмлĕ шăршийĕ кĕрсенех сăмсана кăтăклать. Кĕçĕн классенче ăс пухакансем вара тулли кăмăлпах кашăксемпе авăстараççĕ. Ирхине апатланнă чухне сĕт яшки, çу сĕрнĕ кăпăшка çăкăр, пылак чей параççĕ. МАРИЯ КУДРЯВЦЕВА: «Шкул столовăйĕнче ачасене апатланма питĕ килĕшет. Вĕсене апат пахалăхĕ те, тути те килĕшет. Вĕсем столовăйне савăнсах çӳреççĕ. Эпир те – ашшĕ-амăшĕсем килсех çӳретпĕр, кĕрсе тухма тăрăшатăп, апат пахалăхне тĕрĕслесех тăратпăр. Манăн хĕрача çиччĕмĕш класра вĕренет. Ăна пирĕн столовăйĕнче çиме килĕшет. Ытларах вĕсем хамăр столовăйĕнче тăвакан котлета юратса çиеççĕ. Килте те вăл манран шкулти пек тутлă котлет ыйтать». Ашшĕ-амăшĕсем паян ачасемпе пĕрле апатланчĕç. Кăнтăрла пăшăхланă пахча-çимĕç, пăс çинче пĕçернĕ котлет, яшка – пĕтĕмпех усăллă витаминсемпе пуян çимĕç сĕтел çинче. «Вырăнти столовăйĕнче ачасем валли куллен хамăр тăрăхра ӳстернĕ, экологи тĕлĕшĕнчен паха çимĕçсенчен апат хатĕрлеççĕ», – палăртаççĕ кунта вăй хуракансем. НАТАЛИЯ ЛУКИНА: «Пĕлтĕр меню районтан панăччĕ. Кăçал хамăр та кăштах улăштаркаларăмăр. Мĕнле каламалла, хăш-пĕр апата çиесшĕнех мар. Çавăнпа та эпир нумайрах тăрăшатпăр. Ытларах котлетсем, шницельсем, биточексем. Çавнашкал гарнирсене те улăштаратпăр. Пюре, салатсем ытларах пама тăрăшатпăр». «Директорпа пĕрле апатланар» программа хута кайнă май малашне республикăри кашни шкултах ашшĕ-амăшĕ апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслесе тăма пултарĕ. Вĕсем паракан сĕнÿсене шута илни апатлану шайне ӳстерме май парĕ