Новости по-русски

«Каникула» иртерех кайма пултарĕç

Раççейре юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕччен канмалли кунсем пулĕç. Кун пирки Владимир Путин çак эрнере Хушу алă пусрĕ. Унпа килĕшӳллĕн регионсене ку тапхăра маларах пуçлама е тăсма ирĕк панă. Чăваш Республикинче «каникул» асăннă вăхăтрах иртĕ. Çапах та эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе хăш-пĕр муниципалитетсенче канмалли кунсем юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнчех пуçланма пултараççĕ. Çак тата ытти ыйтăва эрнекун кăшăллă вирус сарăлассипе кĕрешекен оперативлă штаб ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Улатăр, Елчĕк, Вăрнар, Элĕк, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Красноармейски. Шăпах çак районсемпе хуласенче кăшăллă вирус сарăлас хăрушлăх питĕ пысăк. Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов асăннă муниципалитсенче çĕнĕ чарусем кĕртме сĕнет. Çынна куллен кирлĕ тавара туман предприятисене хупмалла, апатлану вырăнĕсенче те йышăнтарма пăрахмалла, икĕ эрне каникул кĕртмелле тата ытти те. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнӳпе килĕшрĕ. Улатăр хули ларура тепĕр енче те палăрчĕ. Кунта ытларах суя QR-кодсемпе усă кураççĕ-мĕн. Cас-хурана республика ертÿçи йĕрке хуралçисене тĕрĕслеме ыйтрĕ. Канмалли кунсенче йĕркесем çирĕпленĕç. «Апат-çимĕç лавккисемпе аптекăсене хупмалла мар, ытти учреждени ĕç-хĕлне чармалла», – палăртрĕ Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская. Халăх йышлă пухăнакан уявсене те ирттерме чарнă. Çапах та республикăри влаç органĕсем мероприятисем ирттерме пултараççĕ. Паллах, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса. Вакцинацине тунă сертификат е чир çуккине çирĕплетекен тест алăра пулсан кăна уявсене кĕртĕç. ВЛАДИМИР ДЕНИСОВ: «Иртнĕ эрнепе ку эрнене танлаштарсан вакцинаци тăвасси икĕ хут ӳсрĕ. Ревакцинаци тăвасси икĕ хут ытларах ӳсрĕ. Предприятипе организацисене çак QR-кодпа кĕртме тытăнни питĕ ӳсĕмлĕ пулчĕ. Пирĕн предприяти организацисем пурте QR-кодпа тата тестпа кĕртеççĕ. Ыран илес пулсан сывлăх кунне. Эпир ăна чарас темерĕмĕр». Йĕркене пăхăнса ĕçлекен апатлану вырăнĕсене «каникулсенче» те ĕçлеме майсем туса памалла. Олег Николаев çак ыйтăва юпа уйăхĕн 27-мĕшĕччен тишкерме хушрĕ. Хальлĕхе 83 кафепе ресторан, столовăйсем кăшăллă вирус çук çирĕплетекен тăрăмпа. Тата тепĕр çивĕч ыйту - кислородпа эмелсем çитменни. Медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме кунсерен 45 тонна кислород кирлине палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Кăшăллă вируспа аптракансен хисепĕ кашни кун ӳсет. Иртнĕ талăкра 147 çын амак çаклатнă, 26-ĕшĕ чире парăнтарайман. Раççейри кашни регион кислород çитменнипе нушаланать. Çакна шута илсе Олег Николаев эрнекун республикăра сыхă пулмалли йĕрке пулни çинчен йышăну турĕ. Çирĕп йĕркене пăхăнмалли пирки ахальтен каламаççĕ. Мур сарăлсах, сарăлсах пырать. Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнчи тухтăрсем талăкĕпех кăшăллă вируспа чирлекенсене сыватаççĕ. Хальхи вăхăтра кунта Ковид-19 ернĕ 200-е яхăн çын сипленет. Чирлекенсен йышĕнче аслă ӳсĕмрисем чылай. Статистика тăрăх, сыватмăшра ытларах сыхлăх эмелне тутарман пациентсем. Прививка тунисем вара чире çăмăлрах ирттернине палăртаççĕ тухтăрсем. Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕнче реанимаци уйрăмĕнче чире йывăррăн ирттерекенсем выртаççĕ. Тухтăрсем кашни пациентăн пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ. Тухтăрсем çак мура çывăха ярас мар тесен çынсен хăйсен те тăрăшмаллине палăртаççĕ. «Прививка туни чиртен сыхланмалли чи шанчăклă мел», – теççĕ куллен шур халатлисем. СТАНИСЛАВ КИРИЛЛОВ: «Вакцинаци тумалла. Ăна тумасан тĕслĕх та илсе кăтартма пултаратăп, 18 процентран 3 кăна вакцина тунă. Вĕсем çăмăлрах тухаççĕ. Вакциленменнисем 15 пациент. Вĕсем пурте йывăр». Чир мана ермест, айккинчен иртсе каять тесе шутлаççĕ хашĕ-пĕрисем. Анчах та ура çинче çирĕп тăракансене те кăшăллă вирус шеллеменнине палăртаççĕ кунти сыватмăшра вăй хуракансем. Ку талăкра çеç республикăра чире çаклатнă 137 çынна шута илнĕ, 15 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Кĕркунне чирлекенсен йышĕ татах та ӳсет. Сыхлăх эмелĕ çеç çын пурнăçне çăлса хăварма пулăшать. Прививка тăвакансем чире çаклатсан та, ăна çăмăллăн ирттерсе яраççĕ

СВЕРНУТЬ

Читайте на 123ru.net