Новости по-русски

Çынна пулăшма чăрмав пулмĕ

«Тавтапуç». Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ акци пуçарчĕ. Вăл шурă халатлисене кăшăллă вируспа кĕрешме тĕрев памалла. Кун пирки ертÿçĕ республикăри медицинăпа катастрофа центрĕнче каларĕ. Унта районсемпе хуласенчи сыватмăшсене вĕр-çĕнĕ урхамахсемпе тивĕçтерчĕç. АЛЕКСЕЙ ГАВРИЛОВ: «Пирĕн халь çĕнĕ машинăсем килчĕç. Ку техника питĕ меллĕ, питĕ ăшă, çынсем патне инçе ялсене кайса çӳремешкĕн те. Питĕ лайăх машинăсем, пылчăкра путса ларасран хăрамалла мар». Асфальтлă çул пур-и е çук-и – вĕр-çĕнĕ тимĕр утсем чирленĕ çынна пулăшма вĕçтереççĕ. Пирвайхи пулăшу кӳрекен машинăсен тăватă кустăрми те туртать. Эппин, анса ларас хуйхи çук – палăртнă çĕре шур халатлисем вăхăтра тата чăрмавсăрах çитеççĕ. – Çак машинăсем çинче паянхи шайри оборудовани пурри вăл çăмăл тĕрлĕ енлĕ фуккци енĕпе пуян пулни тата ĕçлеме те меллĕ пулни, паллах, тухтăрсене валли самаях çăмăллăх. Врачсене çăмăллăхсемсĕр пуçне пациентсене ку хăвăрт тĕрлĕ енлĕ пулăшу илме майсем нумайлатса парать. Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕ – Раççейри автомобильпе халăха турттаракан транспорт кунĕ. Çывхарса килекен уявпа саламланă май, Олег Николаев кашни çынна хӳтĕлев хатĕрĕсемпе усă курма чĕнчĕ. «Хамăра сыхласа эпир шур халатлисене пулăшатпăр», – палăртрĕ вăл. Чăнах та, кашни çыннăн сывлăхĕ хăйĕн аллинче. Анчах, шел пулин те, кун пирки нумайăшĕ шутламасть. Иртнĕ талăкра 165 çын кăшăллă вируспа чирленĕ, 17-ĕшĕ амака парăнтарайман. Ковид-19 çаклатнисен шучĕ ӳснипе пирĕн республика койка çитменнисен Раççейри 13 регион шутне кĕнĕ. Вĕсенче тата çирĕп йĕркесем кĕртме сĕнет çĕршывăн сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Мурашко. Республика ертӳçи Олег Николаев 200 хушма вырăн пуррине каларĕ. Вĕсене амакпа кĕрешме усă курма май пуррине каларĕ вăл. Аса илтеретпĕр, эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе 9 районпа хула юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнчен каникула кайнă. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕччен вара пĕтĕм республика канать. Палăртмалла, канмалли кунсене уявлама мар, кăшăллă вируспа кĕрешес тĕллевпе кĕртнĕ. Çавăнпа çак кунсенче, тен, килте ларсан аванрах пулĕ. Алексей Зотиков, Екатерина Шиверова, Бахтияр Велиев

Читайте на 123ru.net