Новости по-русски

105-мĕш çуралнă кун

Юнлă вăрçă çулĕсем кашни çыннăн чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Выçлăх, шартлама сивĕ çанталăк пулнă пулин те, черчен хĕрсем пĕрех ĕçпе пиçĕхсе, чунпа çирĕпленсе малалла талпăннă. Вĕсен шутĕнче – Муркаш районĕнчи Москакасси ялĕнче пурăнакан Неонила Белова та. «Ĕмĕр пурăнасси уй урлă каçасси мар», – тет паян хăйĕн 105-мĕш çуралнă кунне кĕтсе илекен кинемей. Неонила Степановна патĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ. Неонила Сепановна хăйĕн 105-мĕш çуралнă кунне тулли кăмăлпа çапларах хаваслă юрă шăрантарса кĕтсе илет. Пĕр ĕмĕр урлă каçнă пулин те, паянхи кун та вăл вăр-вар та хастар, килекен хăнасене йăл кулăпа кĕтсе илет. ВАСИЛИЙ БЕЛОВ: «Ĕçсĕр ларман вăл. Эпир те мĕн пĕчĕкрен колхозра ĕçленĕ». Неонила Степановна 6 ачана кун çути парнеленĕ. Пурне те сăпайлă, ĕçчен те тăрăшуллă пулма вĕрентнĕ. Арима хĕрĕ, хăй те 80 çулта, юратнă амăшĕ юнашар пулнишĕн чунтан хĕпĕртет. АРИМА АНТОНОВА: «Пире вăл мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ, тĕрĕссине калатăп, таса, типтерлĕн ĕçлемешкĕн. Çавăн пек вĕрентĕ. Атте те çавăн пекех пулнă пирĕн. Эпир вĕреннĕ чухне атте калатчĕ: «Пĕр пус та ан вăрлăр, никамăнне те ан тытăр». Эпĕ кайсассăн хăш чухнне шăнкăравлаттарать мана. «Кил-ха», – тет. Мĕн те пулин кирлĕ пулсан илсе килсе паратăп. Шăллăм та ялти илсе килсе парать ăна». Сумлă юбилей ячĕпе саламлама паян чи çывăх çыннисем – ачасем, мăнуксем, кĕçĕн мăнуксем килсе çитрĕç. Сăмах май, ватăскер, мăнуксенчен пуян. 10 мăнук, 22 кĕçĕн мăнук, 3 кĕçĕн мăнукĕ паян хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Чи кĕçĕнни вара 3 çулта çеç-ха. ОЛЬГА МИХАЙЛОВА: «Çирĕп кăмăл-туйăмлă, çав таранччен маттур. Пусма тăрăх 3-мĕш хута хăпарать. Шутсăр маттур». Неонила Степановна ĕçрен нихăçан та хăраса тăман. Колхозра конюх пулса ĕçленĕ черчен хĕр. Вăрçă çулĕсенче хӳтĕлев чикки чавнă. Çĕмĕрле тăрăхĕнче çынран юлмасăр вăрман касма хутшăннă. Паян вара çывăх çыннисем унран тĕслĕх илеççĕ. ЛЮДМИЛА БЕЛОВА: «Хуняма – лайăх çын. 38 çул пурăнатăп унпа пĕрле. 10 çул уйрăммăн пурăнатпăр. Ытти çулне пĕрле пурăннă. Ачасене пăхнă. Киле килнĕ çĕре апат пĕçернĕ, вут хутнă, выльăхсене пăхнă. Лайăх, вăрçман». Сумлă çула çитнĕскере ял халăхĕ те хисеплет, тимлĕхсĕр хăвармасть. «Иртен-каянпа вăл яланах кăмăллă калаçма тăрăшать», – палăртаççĕ хăнасем. ГАЛИНА ГОЛУБЕВА: «Питĕ кăмăллă эпир унпа. Унăн кăмăлĕ пире илĕртет. Унăн çулĕ çавăн пек вăрăм пулни пирĕншĕн мăнаçлăх, савăнăç пирĕн Москакасси ял тăрăхĕнче. Эпир унпа мухтанатпăр, савăнатпăр». ВЕРА МАКАРОВА: «Неонила Степановна паянхи кун та вашават, питĕ хускануллă вăл, утма юратать. Вăл питĕ пурнăçа юратакан çын, çутçанталăка юратать. Паянхи кун та унра юрату упранать. Пурăнас килет унăн». Ӳсĕмне пăхмасăр ура çинче çирĕп тăракан Неонила Степановна хăйне хисеплесе килнĕ хăнасене ăшшăн ăсатса ярать. Пурнăçа чунтан юратаканскер пурин çине те ыррăн пăхса телейлĕ çул сунать. Маргарита Мельникова, Игорь Зверев

Читайте на 123ru.net