Новости по-русски

Кĕнекесĕр çын вăл - тăлăх

«Нумай вулатăн – нумай пĕлетĕн» тенĕ ваттисем. Çитĕнекен ăрăва кĕнеке юратма вĕрентес тĕллевпе вулавăш ĕçченĕсем тĕрлĕ конкурссем ирттереççĕ. Унта ашшĕ-амăшне те явăçтараççĕ. Республикăра «Вулакан аттесем – вулакан ачасем» конкурса пĕтĕмлетрĕç. Красноармейски районĕнчи Александровсен çемйи кун сиктерсе вулавăш çуртне утать. Ача садне çӳрекен Олеся вулама хăнăхса пырать кăна-ха. Хĕр ачан хăйĕн юратнă çыравçипе хайлавĕ те пур. Александровсен çемйи конкурса Алексей Толстой çырнă «Ылтăн уçă, е Буратино мыскарисем» повеç-юмахĕпе видеоролик ӳкерсе çĕнтерӳçĕсен йышне кĕнĕ. АЛЕКСАНДРОВСЕН ÇЕМЙИ: «Кашни кунах эпир çывăрас умĕн кĕнеке вулама тăрăшатпăр. Ачасем илсе килеççĕ те. Паян эпĕ çакна суйларăм. Вуласа пар тесе калаççĕ». Кĕнекепе туслашни – пысăк пуянлăх, анчах та вăй хăй тĕллĕн килмест. Çак ĕçре ашшĕ-амăшĕ кĕнеке вулама юратни – чи пысăк тĕслĕх пулса тăмалла. РОЗА ЛИЗАКОВА: «Ачана вăхăтра кĕнекене тупса парасси – питĕ çăмăл мар ыйту. Хурав тупас пулсассăн ачан психологине те пĕлес пулать. Хальхи литература аталанса пынине те. Çав вăхăтрах ачан настроенине те, кăмăлне те туйса тăмалла. Çынна тĕрĕс библиотекарь тĕл пулни, унăн пурнăçĕнче çакăн пек çын пулни питĕ пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпа пирĕн библиотекăра ĕçлекенсен çак ĕç пирки уйрăммăн пуçтарăнса калаçмалла. Кашни пуçтарăннă опытне пĕр-пĕрне каласа кăтартсассăн питĕ усăллă пулмалла тесе ирттеретпĕр çак семинара». Яш-кĕрĕм пачах вуламасть тени тĕрĕс мар. Вĕсенчен чылайăшĕ вулавăш çуртне çӳремест пулин те интернет уçлăхĕнче хăйне килĕшекен литературăна тупса вулатех

Читайте на 123ru.net