Новости по-русски

Пысăк тиевлĕ автомашинăсен ĕç-хĕлне тимлемелле

Пысăк хăвăртлăхпа иртсе çӳремелли çул çинче пысăк тиевлĕ автомашинăсене хăвараççĕ. Вĕсене пула пăкăсем час-часах сиксе тухаççĕ. Хĕлле пушшех ытти автотранспорта иртсе çӳреме пысăк чăрмав кӳреççĕ. Ун пирки республика Пуçлăхĕ Олеги Николаев тунтикунсерен иртекен ларура калаçрĕ. «Шалти Ĕçсен министерствин, республикăри транспорт министерствин, Шупашкар хула администрацийĕн тата ытти яваплă службăсен çул çине пăрахса хăварнă йывăр тиевлĕ транспорта тимлессипе яваплăха ӳстермелле. Вĕсен хуçисене вăхăтра тупса явап тыттармалла», – терĕ республика Пуçлăхĕ ларура. Икĕ эрнере çак ыйтăва татса памалла сирĕн терĕ вăл çирĕппĕн. Çавăн пекех çулсене пăхса тăракан, юсавра ĕçлекен техникăна хĕллехи тапхăра хатĕрлесси çинчен калаçрĕç. Республикăра 12 000 çухрăм çул. Чăваш Енри транспорт министертви, федераци, регион тата муниципалитет шайĕнчи çулсем çинчи ĕçлекен техника хĕле хатĕр 100 проценчĕпех терĕ. Талăкĕпех диспетчер служби ĕçлет. Çул çинче инкеке лекнисене пулăшма хатĕр унта. Çавăн пекех хальхи вăхăтра мĕнле çанталăк пулнине хыпарлакан оперативлă служба та хута кайнă. Унта 19 метеостанцирен, 31 видекамерăран килекен мĕн пур информаципе паллашма пулать. Сăртлă туллă вырăнта йывăр тиевлĕ техника пăтăрмаха ан лектĕр тесе, е инкеке лекнисене пулăшас тĕллевпе ятарлă техника дежурствăна тухĕ

Читайте на 123ru.net