Новости по-русски

Сыхлăх йĕрки – пĕрремĕш вырăнта

Килте лармалли ятарлă тапхăрта та çула тухмалли сăлтав тупăнма пултарать. Çавăнпа та халăх транспорчĕ штатлă йĕркепех ĕçлет. Çапах та водителĕн те, пассажирсен те хӳтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмалла. Анчах çирĕплетнĕ йĕркене пурте пăхăнаççĕ-и? Çакна пĕлме пирĕн пултарулăх ушкăнĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрле тĕрĕслеве тухрĕ. Транспорт – халăх йышлă пухăнакан вырăнсенчен пĕри. Анчах, унта социаллă дистанци тытма йывăртарах, çавăнпа та чиртен сыхланма хӳтĕлев хатĕрĕсем кашнийĕн пулмалла. – Пур çĕрте те маскăпа çÿретпĕр, ĕçре те, урамра та, магазинра та, автобуссем çинче те, яла кайнă чухне те, ялта та. – Маскăна хăçан улăштаратăр? Е пĕр маскăпах çÿретĕр? – Çук, манăн 2-3 маска. Хăшĕ-пĕрин 2-3 маска пулсан, теприн пĕрре те çук. Кун пек чухне явап тыттарасран чылайăшĕ шарфпа, тутăрпа е тумтирпе хупланма пăхать. Анчах, кăлăхах. Роспотребнадзор та, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем те маскăна çакнашкал мелпе улăштарма май çуккине хытарсах калаççĕ. «Манса кайнă, пăрахса хăварнă, çухатнă» тени те сăлтав мар. Кунашкал тĕслĕхсем тĕл пулсан, кашнинех явап тытараççĕ. Кăшăллă вируса алхасма парас мар тĕлĕшпе транспорта та дезинфекцилесех тăраççĕ. ЕЛЕНА КОРНЕЕВА: «Кашни рейс хыççăн машинăсене дезинфекцилеççĕ. Çак ĕç çĕрĕпех пырать, ирхине рейса тухнă тĕле автобуссене тасатса çитереççĕ. Пĕтĕмпе 70-е яхăн транспорта дезинфекцилеççĕ, пĕр автобуса тасатма 10-15 минут кирлĕ». Ӳкесрен сыхлакан хатĕрсене те кун тăрăшшĕнче темиçе хутчен хлорлă шĕвекпе сăтăраççĕ. Водительсенчен чылайăшĕ сыхлăх эмелне яртарнă пулин те, маска тăхăнмаллине вĕсем асран кăлармаççĕ. Юлия Адюкова, Ольга Артемьева, Георгий Кривошеин

Читайте на 123ru.net