Новости по-русски

Хакатон çĕнтерӳçисемпе тĕл пулчĕç

Пандеми вăхăтĕнче чылай компани дистант мелĕпе ĕçлеме пуçланă. Шăпах çак тапхăрта IT-тытăмра вăй хуракансен пĕлтерĕшĕ, сумĕ, ĕç укçи ӳснине палăртнă тĕрлĕ тĕпчев ирттерекенсем. Çав тĕллевпех Чăваш Енре пулас программистсене шкул саккинченех вĕрентме, малашнехи ĕçри хăйнеевĕрлĕхпе паллаштарма тĕллев лартнă. Республикăри цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина тата Вĕрентӳ министрĕн çумĕ Алексей Лукшин çак кунсенче Хакатон çĕнтерӳçисемпе тĕл пулчĕç. Шупашкарти 61-мĕш шкулта ăс пухакан каччăсем малашлăхра кам пулассине лайăх пĕлеççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсем ача садĕнчи кружоксенченех компьютер, робот тата ытти техникăпа çыхăннă ăсталăха туптама юратнă. «S.I.M.P.» ушкăн çамрăкĕсем республикăра иртекен хакатона ăнсăртран лекнĕ. Телей кайăкне тытасса шутламан та теççĕ. Форума çĕршыври 15 регионтан çĕр çирĕм ытла çын хутшăннă-çке. Вĕсен пурин те пĕр тĕллев – компьютер ăс-хакăлĕпе усă курса хула тавралăхне хăтлăх кĕртессипе проектсем хатĕрлесси. Чăваш Ен тĕп хулинче 7-мĕш хакатона пĕтĕмлетрĕç. Форума хутшăнакансем виçĕ кун компьютер ăс-хакăлне усă курса хула тавралăхне хăтлăх кĕртмелли проектсем хатĕрлерĕç. Çамрăксем хăйсен тăван хулине, регионне илемлĕ курасшăн. 2024 çулччен тата 109 хакатон иртмелле Çĕнтерӳçĕсене 200 000 тенкĕпе хавхалантарнă. ТИМОФЕЙ АЛЕКСЕЕВ: «Эпир пĕр класра вĕренекенсемпе информатика урокĕнче компьютер умне лартăмăр та «Хакатонри» хăнăхтарусене пурнăçларăмăр. Форума ăнсăртран лекрĕмĕр тесен те юрать». Тĕл пулăва шкул ачисемпе IT-тытăм енĕпе ĕçлекен компанисен ертӳçисем хутшăнчĕç. Вĕсем кашни ачаранах малашне кам пуласшăн, сире çак професси мĕнпе килĕшет тесе ыйтрĕç? – Вĕрентекен мана вăхăтра асăрхаса çунатлă ĕмĕте çывхартрĕ. Çавăнпа та вĕрентекен пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсен пултаруллă ачасене вăхăтра палăртмалла. Аслă шкулта ăс пухакансене ĕç пулĕ-ши? текен ыйту канăç памасть. IT-тытăмри компанисен ертӳçисем халех çамрăксене ĕçе илме хатĕр. «Виçĕ сехет пынă тĕл пулу 3 минут пек туйăнчĕ», – терĕç тĕл пулăва хутшăннисем. Çак вăхăтра вĕсем IT-тытăм аталанăвĕ, малашлăхĕ çинчен тата ытти ыйтăва сӳтсе яврĕç. Регина Кубайкина, Анна Цинтовская, Игорь Зверев

Читайте на 123ru.net