Новости по-русски

Наци проекчĕсемпе пурнăçлакан ĕçсем

Наци проекчĕсемпе пурнăçлакан ĕçсем

Çулсеренех наци проекчĕсем пулăшнипе республикăра çĕнĕ объектсем çĕклеççĕ, тĕрлĕ вырăнта юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. Строительство ĕçĕсем мĕнлерех пынине тата кăçал хута яма палăртнă объектсепе çыхăннă ыйтусене правительство çуртĕнче йĕркеленĕ ларура сÿтсе яврĕç. Республикăра наци проекчĕсем пурнăçланни капиталлă çурт-йĕр тăвассипе, ăна çĕнетессипе тата юсассипе çыхăннă ĕçсене тума май пырать. «Чăваш Енре пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр фондне ҫирӗппӗн чакарассине тивӗҫтересси» регион проекчĕпе килĕшӳллĕн кăçал Çĕмĕрл

<p><span>&Ccedil;улсеренех наци проекчĕсем пулăшнипе республикăра &ccedil;ĕнĕ объектсем &ccedil;ĕкле&ccedil;&ccedil;ĕ, тĕрлĕ вырăнта юсав ĕ&ccedil;ĕсем ирттере&ccedil;&ccedil;ĕ. Строительство ĕ&ccedil;ĕсем мĕнлерех пынине тата кă&ccedil;ал хута яма палăртнă объектсепе &ccedil;ыхăннă ыйтусене правительство &ccedil;уртĕнче йĕркеленĕ ларура с&yuml;тсе яврĕ&ccedil;. Республикăра наци проекчĕсем пурнă&ccedil;ланни капиталлă &ccedil;урт-йĕр тăвассипе, ăна &ccedil;ĕнетессипе тата юсассипе &ccedil;ыхăннă ĕ&ccedil;сене тума май пырать. &laquo;Чăваш Енре пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт-йӗр фондне ҫирӗппӗн чакарассине тивӗҫтересси&raquo; регион проекчĕпе килĕшӳллĕн кă&ccedil;ал &Ccedil;ĕмĕрле хулинчи 2 авариллĕ &ccedil;уртран 70 &ccedil;ынна урăх &ccedil;ĕре пурăнма ку&ccedil;арнă. &laquo;Культура хутлăхĕ&raquo; проект пулăшнипе вара Муркаш районĕнчи Ярапайкассинче культура &ccedil;урчĕ &ccedil;ĕкленет. &laquo;Таса шыв&raquo; тата ытти наци проекчĕсем те ял-хула пурнă&ccedil;не хăтлăлатас енĕпе &ccedil;ăмăллăх кӳре&ccedil;&ccedil;ĕ. Кă&ccedil;алтан проектсем хатĕрлес, строительство ĕҫĕсен пахалăхне тишкерсе пырас тивĕ&ccedil;е республикăри Пĕрлехи заказчиксен служби пурнă&ccedil;лать. Вăл тĕрлĕ объектра тĕплĕ юсав мĕнлерех пулса пынине те сăнать.Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов пĕлтернĕ тăрăх, наци проекчĕсене пурнă&ccedil;лама патшалăх тата муниципалитетсен шайĕнче 28 контракт алă пусса ҫирĕплетнĕ. Сăмах май, строительсен чăрмавсем те &ccedil;ук мар. Тĕрлĕ кăлтăка пула теми&ccedil;е тĕслĕхре ĕ&ccedil;сем юлса пыни ку&ccedil;кĕрет. &Ccedil;ав шутра Пăрачкавпа Канаш тăрăхĕнчи объектсем те пур. Йĕркепе килĕшӳллĕн кă&ccedil;ала палăртнă ĕ&ccedil;сене &ccedil;улталăк вĕ&ccedil;лениччен туса пĕтĕрмеллине палăртрĕ Олег Николаев. &laquo;Пирӗн тӗп тӗллев &ndash; наци проекчĕсемпе йĕркелекен ĕ&ccedil;-пу&ccedil;а пахалӑхлӑн тата вӑхӑтра пурнӑҫласси&raquo;, &ndash; терĕ вăл. Юлия Адюкова, Юрий Марков</span></p>

Читайте на 123ru.net