Новости по-русски

Кашни пуспа тĕрĕс усă курмалла

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 4-мĕш сессийĕ ĕçлерĕ. Парламентарисем 2022-мĕш тата çитес икĕ çулхи бюджета пăхса тухрĕç. Саккун проектне пĕрремĕш вулавпа йышăнчĕç. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, хысна профицитпа пулĕ. Бюджет тупăшĕ çитес çул 67 миллиард тенкĕпе танлашать, Вĕсенчен çур пайĕ – республика тупăшĕ. Сессире ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç. Паянхи сессире пĕчĕк чăрмав сиксе тухрĕ, электронлă сасăлав тытăмĕ ĕçлемерĕ. Çавăнпа та депутатсем саккун проекчĕшĕн алă çĕклесе хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Ăна пурте ырларĕç, пĕр депутат çеç сасăлава хутшăнмарĕ. Парламент ларăвĕнчи тĕп ыйту – кашни тытăма çителĕклĕ укçа-тенкĕ çитермелле. Социаллă тытăма яланхи пекех пысăк тимлĕх уйăрĕç – ăна валли 19 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă, 17 миллиард тенкĕ – вĕрентӳ тытăмне, сывлăх сыхлавĕнчи ĕçсене пурнăçлама – 5 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Региона тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ килнине шутса илсе социаллă тăкаксем ӳсĕç. 2022-мĕш çулхи хыснан тĕп тĕллевĕ – çĕршыв ертӳçи палăртнă наци проекчĕсене вăхăтра пурнăçа кĕртмелле. ПЕТР КРАСНОВ: «Паллах, нумайрах тăрăшмалла федераци бюджетĕнчен кредитсем илме, меншĕн тесен вĕсем процентсăр кредитсем, унта 1% та каярах. Вĕсемпе усă курма, паллах, тăрăшмалла. Юлашки çулсенче, чăнах та, эпĕ туятăп экономикăна илсен, финанс системине илсен эпир çак парăмсемпе те финанс системисемпе те, ман шутпа, лайăхрах ĕçлеме пуçларăмăр». ВЛАДИСЛАВ СОЛДАТОВ: «Паянхи кун бюджет тăкакĕ ӳссех пырать пирĕн, укçа шучĕ темелле ĕнтĕ. Ыйтусем те паянхи кун çынсем ытларах лартаççĕ, мĕншĕн тесен яланах ыйтаççĕ, çав тĕрлĕ-тĕрлĕ отрасльсенче ӳссе пырать, хăш-пĕр отрасльсенче чакать. Çавăн пирки те, комитетсенче пирĕн хамăр хушшинче калаçнă вăхăтра питĕ нумай ыйтусем лартрăмăр. Министрсем пирĕн ыйтусем çине ответ пама тăрăшрĕç. Паянхи кун эпир сессине тухатпăр çак бюджетпа, çак бюджета çирĕплетепĕр». Чăваш Енри финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, 4 миллиард тенкĕ çурт-йĕр строительствине кайĕ, бюджет кредитне уйăрса памаллине шута илсе 3 миллиард тенкĕ ытла инфратытăма аталантарма пăхса хăварĕç. Укçа-тенке хăш тытăма мĕн чухлĕ уйăрассине депутатсем иккĕмĕш вулавпа тепĕр хут чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче пăхса тухĕç

Читайте на 123ru.net