Новости по-русски

Самана таппипе тан утать

Самана таппипе тан утать

«Раис, вĕренме каяс пулать, хăвăн пĕлĕвне ӳстермелле». Чăваш çыравçин Марфа Трубинан сăмахĕсене Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнче çуралнă Раиса Василевская халĕ те астăвать. РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Раисăна хăйĕн пекех вĕренетекен пулма сĕннĕ. Çыравçăн сăмахĕсене кинемей Çĕнтерӳ хыççăн пурнăçа кĕртнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пĕлӳ илесси пирки шутлама вăхăт та пулман. 8 класс пĕтернĕ хĕр ача Хусан хӳтĕлев чиккине çĕклеме хутшăннă. Тылра ĕçленĕ паттăрпа тĕл пулма пирĕн репортёр А

«Раис, вĕренме каяс пулать, хăвăн пĕлĕвне ӳстермелле». Чăваш çыравçин Марфа Трубинан сăмахĕсене Куславкка районĕнчи Аслă Куснар ялĕнче çуралнă Раиса Василевская халĕ те астăвать. РСФСР шкулĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Раисăна хăйĕн пекех вĕренетекен пулма сĕннĕ. Çыравçăн сăмахĕсене кинемей Çĕнтерӳ хыççăн пурнăçа кĕртнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пĕлӳ илесси пирки шутлама вăхăт та пулман. 8 класс пĕтернĕ хĕр ача Хусан хӳтĕлев чиккине çĕклеме хутшăннă. Тылра ĕçленĕ паттăрпа тĕл пулма пирĕн репортёр Алексей Зотиков Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялне çула тухрĕ. – Ялшăн шкул пурри паха. Ăна асаттесем ачасен пуласлăхĕ çинчен шухăшласа уçнă. Хăвăр пĕлĕве ӳстерсех пырăр, вулама ан пăрахăр. Çивĕч ăс-тăнпа таса сипет ватлăх илемĕ пултăр. Раиса Егоровна вуннăмĕш теçеткере пырать пулсан та тăван республикăра, çĕршывра е тĕнчере мĕн пулса иртнине тепĕр çынран та лайăх пĕлет. Хаçат-журнал вулани, телевизор пăхни самана таппипе тан утма пулăшать ăна. «2021 çула – Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене чавакансене халаллани – пире сума суни», – палăртать тыл ĕçченĕ. Килти сăн ӳкерчĕксен пуххине Раиса Егоровна час-часах уçса пăхать. Вĕсем ирĕксĕрех ăна аса илӳсен авăрне путараççĕ. «Иртнĕ çулсем, уйрăмах вăрçă вăхăтне лекнĕ ачалăх – куç умĕнче», – тет сумлă ватă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне Раиса Егоровна 14 çул тултарман хĕрача пулнă. Вăл Куславкка районĕнчи Аслă Куснарта çуралнă. РАИСА ВАСИЛЕВСКАЯ: «Пирĕн ял витĕр Енĕш юханшывĕ юхса тухать. Вăл çурçĕр хĕвеланăçĕнчен кăнтăр хĕвел тухăç еннелле юхать. Енĕш юханшывĕн сылтăм çыранĕнчен ĕçе тытăнтăмăр. Пирĕн мĕн-пур ĕçлемелли хатĕрсем – кĕреçесем пулнă, кувалдă-пуртă, мотыга, тата пысăк мăлатук. Шăннă тăпрана çапма». «Вăл çул хĕл иртерех ларчĕ. Шăннă çĕре кувалдăпа таккаттăмăр. Ăшă çĕре çитсен ăна кĕреçепе илеттĕмĕр», – сăмах вăчăрине малалла тăсать кинемей. Окоп чавнипе пĕрлех блиндажсемпе дотсем çĕкленĕ тыл ĕçченĕсем. Хӳтĕлев чикки чавма Раиса Василевская Маслă ял çыннисемпе çӳренĕ. Вĕсем Раиса Егоровнăн тăван килĕнче хваттерте пурăннă. Раиса Василевская амăшĕ, Надежда Егоровна, окоп чавакансене тăван ачисем евĕрех пăхнă. РАИСА ВАСИЛЕВСКАЯ: «Вут хутса пысăк чугунпа пĕçерсе хунă тата çие тăхăннă тум-тирсене типмешкĕн урана тăхăннă, кăçатсене типĕтнĕ. Мунча хутса хуратчĕ. Пĕтĕм тум-тире пӳртре пĕтĕмпе вырнаçтарса пĕтерес çук. Пĕтĕмпех тум-тирсене мунчана çакса типĕтнĕ». Окоп чавса пĕтерсен Раиса Егоровна тăван колхозра ĕçленĕ. 1944 çулта Пукрав кунĕнче 17 çулхи Раисăна тата 7 хĕрачана Йĕпреç тăрăхнелле ăсатнă. Буинск чукун çул юппинче вĕсем вăрман каснă, çĕрпӳртре пурăннă. Пĕр уйăхран хĕрсен каялла таврăнмалла пулнă. Анчах пĕр уйăх иртнĕ, иккĕ, виççĕ – никам та улăштарма килмен. РАИСА ВАСИЛЕВСКАЯ: «Пирĕн тум-тирсем çĕтĕлсе кивелсе кайрĕç. Алсиш, чăлха-нускисем те. Поезд çине лартмастчĕç. Эпир вара 8 хĕрача подножкăсем çине тăрса 200 çухрăм ытла Тĕрлемес станцийĕ çитиччен подножка çинче пытăмăр». Шăнса хытнă хĕр ачасем тата тепĕр 20 çухрăм тăван яла – Аслă Куснара – утнă. Унта çитсен, эрне кантарсан каллех каялла вăрман касма кайнă. 30-40 метр çӳллĕш хырсене икĕ метр тăршшĕ пăчкăпа йăвантарнă. Кунтах пăчкă хăйрама вĕренне Раиса Егоровна. «Çур çул ĕçлерĕмĕр. Иккĕмĕш хут окоп чавнă евĕрех туйăнчĕ мана», – тет кинемей. Халĕ тыл ĕçченĕ пĕртен-пĕр хĕрĕпе Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнать. «Нушине сахал мар куртăм, тен çавăпна Турри кун-çулне хĕрхенмен маншăн», – тет 94 çулти Раиса Егоровна. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин

Читайте на 123ru.net