Новости по-русски

Чи лайăх муниципалитет ĕçченне суйлаççĕ

Чи лайăх муниципалитет ĕçченне суйлаççĕ

Малашлăхшăн ĕçлекен, çĕнĕлле шухăшлакан, пуçаруллă та хастар, хăйсен ĕçне тивĕçлĕ пурнăçлакан специалистсем пĕр çĕре пуçтарăнчĕç. 9-мĕш çул пирĕн республикăра «Чи лайăх муниципалитет ĕçченĕ» конкурс ирттереççĕ. Кăçал та унта чи маттур та пуçаруллă специалистсем хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем Чăваш Енри хулапа районсен аталанăвне пырса тивекен проектсем çырнă. Паян шăпах вĕсене хӳтĕлерĕç. Сĕнтĕрвăррисем çӳп-çап пăрахмалли контейнерсене 2007-мĕш çултах лартма пуçланă, анчах та укçа-тенкĕ çитменрен ырлăх кашни яла

<p><span>Малашлăхшăн ĕ&ccedil;лекен, &ccedil;ĕнĕлле шухăшлакан, пу&ccedil;аруллă та хастар, хăйсен ĕ&ccedil;не тивĕ&ccedil;лĕ пурнă&ccedil;лакан специалистсем пĕр &ccedil;ĕре пу&ccedil;тарăнчĕ&ccedil;. 9-мĕш &ccedil;ул пирĕн республикăра &laquo;Чи лайăх муниципалитет ĕ&ccedil;ченĕ&raquo; конкурс ирттере&ccedil;&ccedil;ĕ. Кă&ccedil;ал та унта чи маттур та пу&ccedil;аруллă специалистсем хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем Чăваш Енри хулапа районсен аталанăвне пырса тивекен проектсем &ccedil;ырнă. Паян шăпах вĕсене хӳтĕлерĕ&ccedil;. Сĕнтĕрвăррисем &ccedil;ӳп-&ccedil;ап пăрахмалли контейнерсене 2007-мĕш &ccedil;ултах лартма пу&ccedil;ланă, анчах та ук&ccedil;а-тенкĕ &ccedil;итменрен ырлăх кашни яла &ccedil;итеймен. 2018-мĕш &ccedil;улта &laquo;Халăх пу&ccedil;арăвĕ&raquo; республика программипе килĕшӳллĕн Октябрьски ял тăрăхĕнчи 6 яла &ccedil;ӳп-&ccedil;ап пăрахмалли контейнерсемпе тивĕ&ccedil;тернĕ. ЛАРИСА ДАЛЫЗИНА: &laquo;&Ccedil;ав контейнерсенчен администрацинчи контейнерсем те пур. Тата экоцентăрпа тачă &ccedil;ыхăнса ĕ&ccedil;летпĕр, вĕсен контейнĕрĕсем те пур. Ялсенче, урамсенче халь пирĕн таса. &Ccedil;ак контейнер площадкисене пире пăхса тăма яланах старостăсем пулăша&ccedil;&ccedil;ĕ. Урамсенче эпир урам комитечĕсем йĕркеленĕ. Унта хăйсен старостисем пур. Вĕсем &ccedil;уллахи вăхăтра контейнер площадки тавра утă &ccedil;ăлса тăра&ccedil;&ccedil;ĕ. Хĕллехи вăхăтра вара юр у&ccedil;са тăра&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;акă пысăк спецмашинăсене турттарса кайма пысăк &ccedil;ăмăллăх парать&raquo;. Ял шăпишĕн, унти хăтлăхпа тасалăхшăн ĕ&ccedil;лекен хастарсене хавхалантармалла. Тракенсем ял старостисене ĕ&ccedil; ук&ccedil;и тӳлеме сĕне&ccedil;&ccedil;ĕ. МАРГАРИТА АЛЕКСАНДРОВА: &laquo;Пирĕн кашни ялтах старостăсем пур. Вĕсен ĕ&ccedil;ĕ питĕ йывăр. Вĕсем кашни &ccedil;ыннăн нушине пĕлсе тăрса ял администрацине килсе &ccedil;ак ĕ&ccedil;е мĕнле татса памаллине кала&ccedil;а&ccedil;&ccedil;ĕ. Ĕ&ccedil;лемелли, паллах, нумай питĕ старостăсен, вĕсем хăйсем кăна тăвайма&ccedil;&ccedil;ĕ &ccedil;ак ĕ&ccedil;е, &ccedil;авăнпа халăхпа тачă &ccedil;ыхăнса ĕ&ccedil;лесе, пирĕнпе пĕрле, ял администрацийĕпе пĕрле эпир халăхăн нушине тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса пама тăрăшатпăр. &Ccedil;ак ĕ&ccedil; &ccedil;инчен каласа парасшăн пултăм ĕнтĕ хам проектра&raquo;. Муркаш районĕн мăшăрлану керменĕн пай пу&ccedil;лăхĕ Елена Иванова &laquo;Пĕрле &ndash; яланлăха&raquo; проектпа килĕшӳллĕн уйрăлас шухăшлă мăшăрсене сыхласа хăварма, тимлĕх уйăрма ыйтать. ЕЛЕНА ИВАНОВА: &laquo;Эпир, загс ĕ&ccedil;ченесем, кулленхи ĕ&ccedil;ре тăтăшах тĕрлĕ &ccedil;емьесемпе тĕл пулатпăр. &Ccedil;амрăк мăшăрсемпе кăна мар, тĕрлĕ стажлă &ccedil;емьесемпе ĕ&ccedil;летпĕр. Вĕсен ыйтăвĕсене курса тăратпăр. &Ccedil;авăнпа та эпир вĕсене йывăр лару-тăруран тухма пулăшасшăн. Тĕрĕс канашсем парса вĕсен &ccedil;емйисене упраса хăварасшăн. &Ccedil;ак клуб ĕ&ccedil;ленĕ май пирĕн районта туслă та &ccedil;ирĕп &ccedil;емьесем нумай пуласса, пĕр-пĕринчен уйрăлма шут тытнă &ccedil;емьесен йышĕ чакасса шанса тăратпăр эпир&raquo;. Ларура кашни проекта тӳресем хак пара&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;улталăк вĕ&ccedil;ĕнче вара конкурса хутшăнакан 27 специалист хушшинче &ccedil;ĕнтерӳ&ccedil;ĕ паллă пулĕ</span></p>

Читайте на 123ru.net