Новости по-русски

Кашни тĕпренчĕк хаклă

Кашни тĕпренчĕк хаклă

Чăваш Енре çулсерен 700-е яхăн ача вăхăтсăр çуралать. Паянхи куна перинаталь центрĕсенче шур халатлисем 54 тĕпренчĕкĕн пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ. Вĕсенчен 16-ĕшĕн йывăрăшĕ пĕр килограм та çук. Вăхăтсăр çуралнă тата пĕчĕк йывăрăшлă ачасен пурнăçне çăлассипе Чăваш Республики малтисен ретĕнче. Паян, чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнчери вăхăтсăр çуралнă ачасен кунĕнче, пирĕн пултарулăх ушкăнĕ сыватмăш ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Ваня амăшне савнине кашни самантра кăтартма тăрăшать. Амăшĕ те ывăлне пурнăçран ытлар

<p><span>Чăваш Енре &ccedil;улсерен 700-е яхăн ача вăхăтсăр &ccedil;уралать. Паянхи куна перинаталь центрĕсенче шур халатлисем 54 тĕпренчĕкĕн пурнă&ccedil;ĕшĕн кĕреше&ccedil;&ccedil;ĕ. Вĕсенчен 16-ĕшĕн йывăрăшĕ пĕр килограм та &ccedil;ук. Вăхăтсăр &ccedil;уралнă тата пĕчĕк йывăрăшлă ачасен пурнă&ccedil;не &ccedil;ăлассипе Чăваш Республики малтисен ретĕнче. Паян, чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнчери вăхăтсăр &ccedil;уралнă ачасен кунĕнче, пирĕн пултарулăх ушкăнĕ сыватмăш ĕ&ccedil;ченĕсен ĕ&ccedil;ĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Ваня амăшне савнине кашни самантра кăтартма тăрăшать. Амăшĕ те ывăлне пурнă&ccedil;ран ытларах юратать тесен те йăнăш пулмĕ. Паян &ccedil;ак &ccedil;утă тĕнчере вĕсенчен телейли урăх никам та &ccedil;ук тесе шухăшла&ccedil;&ccedil;ĕ вĕсем. &Ccedil;апах та ви&ccedil;ĕ &ccedil;ул &ccedil;урă каялла лару-тăру урăхларах пулнă. ЕКАТЕРИНА БЕЛКОВА: &laquo;Эпĕ ви&ccedil;&ccedil;ĕмĕш ача &ccedil;уратмалли &ccedil;уртра выртнă. Медицина кăтартăвĕсемпе мана управăша хучĕ&ccedil;. Ви&ccedil;ĕ кун малтан вăл &ccedil;ураличчен оранизм лăпкă марччĕ. Ачана ниме пăхмасăр упрама тăрăшнă. Тухтăрсем касса илмелле тесе йышăну турĕ&ccedil;. &Ccedil;ĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, хам &ccedil;уралнă кун, Ваня &ccedil;уралчĕ&raquo;. 733 грамм, 33 см &ndash; Ваня 27-мĕш эрнере &ccedil;уралнă. Ӳпки хăй тĕллĕн ĕ&ccedil;лейменнипе ăна пулăшакан хатĕрпе сывлаттарнă. Ваня &ccedil;уралнишĕн Екатерина Белкова, паллах, савăннă. &Ccedil;апах та ывăлшăн кĕрешме тивнĕ. Вăл пурнă&ccedil;па вилĕм хушшинче пулнă. 70 кун реанимаци уйрăмĕнче выртнă Ваня &ccedil;ирĕпленнĕ. Тухтăрсем ирĕк парсан, амăшĕ ун патне кашни кунах килсе &ccedil;ӳренĕ. Екатерина ывăлне пĕрремĕш хут уйăхра чухне алла тытнă. &laquo;Дезинфекциленĕ перчеткесемпе Ваньăна тытса тăратăп. Ку&ccedil;ран шăпăртатса ку&ccedil;&ccedil;уль юхать. Хамăра алра тытмаллине тухтăрсем пĕрре мар каланă. &Ccedil;апах хама чараймарăм&raquo; аса илет Екатерина Белкова. Ваня ерипен &ccedil;ирĕпленсе пычĕ. Реанимацинчен кăларсан тепĕр 20 кун амăшĕпе пĕрле вăхăтсăр &ccedil;уралнисен уйрăмĕнче выртнă. Кайран тинех &ndash; тăван киле. Ашшĕ ывăлне пĕрремĕш хут ви&ccedil;ĕ уйăхран кăна курнă. Килте те &ccedil;ирĕп йĕрке &ndash; кашни ви&ccedil;ĕ сехетрен апатлантарнă, кашни ир ачана йывăрăшне ви&ccedil;нĕ. Халĕ Ваня ытти ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Кулать, вылять, савăнать, туйăмне палăртать. Ваня евĕр ачасене вăхăтсăр &ccedil;уралнисем те&ccedil;&ccedil;ĕ. 22 эрнерен пу&ccedil;ласа 37 эрнеччен &ccedil;ут тĕнчене килнĕ шăпăрлансене шăпах &ccedil;апла кала&ccedil;&ccedil;ĕ. Амăш чĕри айĕнчен темшĕн васкаса тухасшăн ĕнтĕ вĕсем. Вăхăтсăр &ccedil;уралнисене пулăшма республикăра пĕтĕм май пур. Шупашкарта икĕ перинаталь центрĕ ĕ&ccedil;лет. ЕЛЕНА СКВОРЦОВА: &laquo;Пирĕн аппаратсем халь &ccedil;ĕнĕ. Вĕсем пурте лайăх, питĕ лайăх ĕ&ccedil;ле&ccedil;&ccedil;ĕ. Ачасене &ccedil;ирĕплетме питĕ лайах пулăша&ccedil;&ccedil;ĕ. Кашни ача валли хайĕн кăтартусем&raquo;. Вăхăтсăр &ccedil;уралнă ачасен тĕрлĕ амак сиксе тухма пултарать. Вĕсене парăнтарма реанимаци уйрăмĕнче расна хатĕр пур. Ачасем сывалма пу&ccedil;ласан сыватмăшри уйрăм вĕсен сассипе тулать. СНЕЖАННА ПРОХОРОВА: &laquo;Ку ман тăваттăмĕш ача. Малтан икĕ хĕр те ар&ccedil;ына ача. 34 эрнере Кирилл &ccedil;уралчĕ. Никам та шухăшламан &ccedil;ан пек пулать тесе. Эпир кунта икĕ эрне. Кашни грамшăн савăнса пурăнатпăр. Ыран эпир киле таврăнатпăр&raquo;. Алексей Зотиков, Екатерина Шиверова, Юрий Марков</span></p>

Читайте на 123ru.net