Новости по-русски

Сывлăха тĕрĕслеттерме çăмăлрах пулĕ

Сывлăха тĕрĕслеттерме çăмăлрах пулĕ

Чăваш Енре «Мендицина пулăшăвĕн пĕрремĕш звенине çĕнетесси» программа ăнăçлăн пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн çулталăк вĕçлениччен Канаш районĕнче 3 медицина учрежденийĕ хута каймалла. Строительство тата юсав ĕçĕсем еплерех пынине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна çитсе паллашрĕ. Çăмăллăхсемпе усă курса сывлăха пахалăхлăн тĕрĕслеттерме Пайкилт ялĕнче пурăнакансем тахçанах ĕмĕтленнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Амбулаторинче ăшă тытăмĕ начар ĕçлени, вĕри шыв пулманни шур халатлă ĕçченсене час-часах чăрмав кăларса тăратн

<p><span>Чăваш Енре &laquo;Мендицина пулăшăвĕн пĕрремĕш звенине &ccedil;ĕнетесси&raquo; программа ăнă&ccedil;лăн пурнă&ccedil;ланать. Унпа килĕш&yuml;ллĕн &ccedil;улталăк вĕ&ccedil;лениччен Канаш районĕнче 3 медицина учрежденийĕ хута каймалла. Строительство тата юсав ĕ&ccedil;ĕсем еплерех пынине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна &ccedil;итсе паллашрĕ. &Ccedil;ăмăллăхсемпе усă курса сывлăха пахалăхлăн тĕрĕслеттерме Пайкилт ялĕнче пурăнакансем тах&ccedil;анах ĕмĕтленнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Амбулаторинче ăшă тытăмĕ начар ĕ&ccedil;лени, вĕри шыв пулманни шур халатлă ĕ&ccedil;ченсене час-часах чăрмав кăларса тăратнă. &Ccedil;урла уйăхĕнче тинех кĕтнĕ самант &ccedil;итнĕ. Ку ĕ&ccedil;е ятарлă программа пулăшнипе пурнă&ccedil;ла&ccedil;&ccedil;ĕ. ЭРНСТ ИЛЬИН: &laquo;Эпир пулăшатпăр Пайкит ялĕнчен, Тăрăн, Катек ялĕнчи пациентсене, кунта темĕн тĕрлĕ пациентсем те киле&ccedil;&ccedil;ĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра питĕ тăрăшса ĕ&ccedil;летпĕр &ccedil;ынсем коронавируспа ан чирлеччĕр тесе. Халь эпир ялти клубра ларатпăр та, унта пур пĕрех кăшт сивĕрех те, ĕ&ccedil;леме те пит меллĕ мар, &ccedil;авăнпа та ч&yuml;к уйăхĕн вĕ&ccedil;ĕнче, раштав уйăхĕ пу&ccedil;лансассăн &ccedil;ак стройка пĕтессе шанатăп&raquo;. &Ccedil;ĕнелекен сиплев &ccedil;уртĕнче 3 вырăнлă станционар, процедура ирттермелли, прививка тумалли пӳлĕмсем, ача-пăча, гинекологи, шăл тухтăрĕн кабинечĕсем пулĕ&ccedil;. Эмел туянма та та&ccedil;та ин&ccedil;ете каймалла мар. Ухман ялĕнчи амбулаторие те &ccedil;ĕнĕ сăн кĕртнĕ. Хальлĕхе унта сĕтел-пукан тата ытти хатĕр-хĕтĕре вырна&ccedil;тармалли ĕ&ccedil;сем юлнă. Вăхăтлăха шур халатлă ĕ&ccedil;ченсем пациентсене шкулти пӳлĕмсенче йышăна&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;акă вĕренӳ тапхăрне чăрмав кӳмест, мĕншĕн тесен ачасем шкулта юсав ĕ&ccedil;ĕсем пынăран хальхи вăхăтра дистанци мелĕпе пĕлӳ иле&ccedil;&ccedil;ĕ. ОЛЬГА АЛЕКСЕЕВА: &laquo;&Ccedil;ак ремонт пĕтнĕ &ccedil;ĕрелле ку&ccedil;са пĕтме шухăшлатпăр. Пирĕн участокра 1369 &ccedil;ын шутланать, &ccedil;ак офиса 5 ялти &ccedil;ын килсе тăрать. Ухман, Чиршкасси, Девлизерово ялĕ тата Тулькуй&raquo;. Шуркасси ялĕнче те &ccedil;итес эрнере &ccedil;ĕнĕ фельдешерпа акушер пункчĕ хута каймалла. Паянхи пурнă&ccedil;па пĕр тан утма, хальхи йышши техникăпа ĕ&ccedil;леме май пурришĕн хĕпĕрте&ccedil;&ccedil;ĕ ĕ&ccedil;ченсем. ЛЮДМИЛА СТЕПАНОВА: &laquo;&Ccedil;ĕнĕ Фапсем, чăнах та, питĕ илемлĕ, капăр &ccedil;уртсем, пуринче те унта ăшă, хитре, &ccedil;утă. Ĕлĕкхи Фапсенче сивĕ пулнă пирĕн. Шыв кĕмен, шыв тухман, туалет пулман, кусем вара чăнах та пурте ăшă, таса, мебельсем &ccedil;ĕнĕ&raquo;. Канаш районĕнчи сиплев учрежденийĕсенче строительство тата тĕплĕ юсав ĕ&ccedil;ĕсем ирттерме 20 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Ĕ&ccedil; кунпа &ccedil;е&ccedil; вĕ&ccedil;ленмест-ха. СЕРГЕЙ ШЕРНЕ: &laquo;Тепĕр &ccedil;ултан ĕнтĕ пирĕн &ccedil;ĕнĕ поликлиникăн строительстви пу&ccedil;ланать, Шăхасанта. Вăл 3 &ccedil;ула тăсăлать, эпир &ccedil;ĕнĕ поликлиникăна питĕ кĕтетпĕр, 4 хутлă пулать&raquo;. Улшăнусем ял &ccedil;ыннисене те савăнтара&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;ĕнĕлекен сиплев &ccedil;урчĕсене халăх сывлăх тĕрĕслеттерме тулли кăмăлпах &ccedil;ӳреме хатĕр. Юлия Адюкова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев</span></p>

Читайте на 123ru.net