Новости по-русски

Пĕчĕк паллăн пысăк пĕлтерĕшĕ

Пĕчĕк паллăн пысăк пĕлтерĕшĕ

«Санăн QR-код пур-и?» текен ыйту паянхи кун чи анлă сарăлнисенчен пĕри. COVID-19 вирусран хӳтĕлекен прививка тунине е çак амака нумай пулмасть чирлесе ирттернине çирĕплетекен ятарлă паллă темиçе эрне ĕнтĕ суту-илӳ центрĕсен, апатлану вырăнĕсен тата тĕрлĕ учреждени алăкĕсене уçма ирĕк парать. Хăшĕ-пĕри çак çĕнĕлехе хирĕçлет, тепри вара «COVID-FREE» лапамра вăхăта сывлăхшăн пăшăрханмасăр ирттерме май пуррине пĕлтерет. Пĕри пăрăнса каялла каять, тепри кĕрет. Çапла, суту-илӳ центрĕсене тата халăх пухăнакан ытт

<p><span>&laquo;Санăн QR-код пур-и?&raquo; текен ыйту паянхи кун чи анлă сарăлнисенчен пĕри. COVID-19 вирусран хӳтĕлекен прививка тунине е &ccedil;ак амака нумай пулмасть чирлесе ирттернине &ccedil;ирĕплетекен ятарлă паллă теми&ccedil;е эрне ĕнтĕ суту-илӳ центрĕсен, апатлану вырăнĕсен тата тĕрлĕ учреждени алăкĕсене у&ccedil;ма ирĕк парать. Хăшĕ-пĕри &ccedil;ак &ccedil;ĕнĕлехе хирĕ&ccedil;лет, тепри вара &laquo;COVID-FREE&raquo; лапамра вăхăта сывлăхшăн пăшăрханмасăр ирттерме май пуррине пĕлтерет. Пĕри пăрăнса каялла каять, тепри кĕрет. &Ccedil;апла, суту-илӳ центрĕсене тата халăх пухăнакан ытти вырăна прививка тунине ĕнентерекен QR-кодсăр иртме май &ccedil;ук паян. Йĕрки &ccedil;апла. Тĕрĕслев&ccedil;ĕсемпе тавлашса хăш-пĕр саманта сӳтсе явакан та сахал мар. Пĕчĕк паллăн пысăк пĕлтерĕшне тата унăн усăлăхне медицина учрежденийĕсенче тăрăшакансем чи малтан туйса илнĕ. Республикăри вăр&ccedil;ă ветеранĕсен клиника госпиталĕн тухтăрĕ Игорь Эриванов COVID-19 амак &ccedil;аклатнисемпе пандеми пу&ccedil;ланнăранпах ĕ&ccedil;лет. Ун чухне палатăра та, коридорта та пĕр-пек лару-тăру &ndash; кăшăллă вируспа чирленĕ пациентсем пулнине аса илет. Халĕ иртсе &ccedil;ӳрекен вырăн ирĕклĕ, палатăсен 30 проценчĕ пушă. ИГОРЬ ЭРИВАНОВ: &laquo;180 вырăн пулнă пулсан, халь пирĕн 120 вырăн ĕ&ccedil;лет, реанимаци уйрăмĕнче халь пирĕн 11 пациент, 2 эрне каялла 18 пациент пулнă пулсан, халĕ ак &ccedil;ăмăлланса &ccedil;итрĕ. &Ccedil;ак QR-кодсем тĕрĕслеме пу&ccedil;ланă хы&ccedil;&ccedil;ăн халăх питĕ прививкăсем тума пу&ccedil;ларĕ. &Ccedil;ак &ccedil;ăмăллăх тесе шутлатăп, пирĕншĕн, пире ĕ&ccedil;леме &ccedil;ăмăлрах, мĕншĕн тесен чирлекенсем сахалланса пыра&ccedil;&ccedil;ĕ. Пурне те каласшăн, прививка тăвăр тархасшăн тесе, вилекенсем питĕ нумай, прививка туман &ccedil;ынсем&raquo;. Васкавлă пулăшу уйрăмĕнче вăй хуракансем те &laquo;&ccedil;ĕнĕлле&raquo; ĕ&ccedil;леме пу&ccedil;ланă тейĕн. QR-код йĕркине кĕртнĕренпе &laquo;103&raquo; номерпе шăнкăравлакансен йышĕ чакнă. &Ccedil;акна сăмах &ccedil;е&ccedil; мар, экран &ccedil;инчи кăтарту та палăртать. ТАТЬЯНА КУЗНЕЦОВА: &laquo;Юпа уйăхĕн вĕ&ccedil;ĕнчи ч&yuml;к уйăхĕнче васкавлă пулăшăва килекен шăнкăравсем самай сахалланчĕ&ccedil;. Юпа уйăхĕн вĕ&ccedil;ĕнче 19 000 шăнкăрав килнĕ пирĕн опретивлă отдела. Ч&yuml;к уйăхĕнче эрнере 13 000 шăнкăрав килет, самай сахалланчĕ&ccedil;. QR-кодсем кĕртни пулăшрĕ, чарусем тытăнса пыни пулăшрĕ&raquo;. Вакцинаци пункчĕсене &ccedil;итсе сыхлăх шĕвекне шала яртарас шухăшлисен йышĕ вара кунсеренех ӳссе пынине пĕлтере&ccedil;&ccedil;ĕ тухтăрсем. Шупашкарти пĕрремĕш клиника больницин тĕп тухтăрĕн &ccedil;умĕ Анна Осипова палăртнă тăрăх поликлиникăна прививка тутарма кунсерен пине яхăн &ccedil;ын килет. &Ccedil;ак кăтарту малтанхипе танлашатрсан 700-800 &ccedil;ын ытларах иккен. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Павел Иритков</span></p>

Читайте на 123ru.net