Новости по-русски

Чун хĕлĕхĕсене тыткăнлакан курав

Шыв мар – юхать, тимĕр мар – шăранать? Кĕвĕ! Унсăр пурнăç та кичем. Кĕвĕре пурăнма парнелекен асамлă вăй упранать тейĕн. Мĕн авалтан чăваш халăхĕ çут çанталăк парнелекен сасăсене тимлĕх уйăрнă. Паянхи кун тĕрлĕ кĕвĕ хатĕрĕсем музейра упранаççĕ пулин те вĕсене иккĕмĕш пурнăç парнелекен ăстасем пур-ха Чăваш Енре. Йĕпреç районĕнчи Туçа ялĕнчи вулавăшра кĕвĕ хатĕрĕсен куравĕ уçăлчĕ. Виктор Семенов юрăхсăра тухнă кĕвĕ хатĕрĕсене çĕнĕ пурнăç парнелет. Çутçанталăк парнеленĕ пуянлăхпа усă курса хăйнеевĕрлĕ кĕвĕ хатĕрĕсене ăсталать. Ăстапа эпир те çывăхрах паллашрăмăр. Чăваш çынни кĕвĕ хатĕрĕсене авалах ăсталанă, çут çантăлăк сассине, кайăк-кĕшĕк юррине кĕвве куçарса калăпланă. Параппан, купăс, шакăртма, тăмра, шăхлич тата ытти кĕвĕ хатĕрĕсене Виктор Семенов чунпа ăсталанă, е юсаса çĕнетнĕ. Ĕлĕк ăстасем вĕрсе каламалли кĕвĕ хатĕрĕсĕне йывăç хуппинчен, шурлăх кĕпçинчен, хăмăшран, пултăранран ăсталанă. Шăхлич – ансат кĕвĕ хатĕрĕ шутланать. Ытларах чухне Виктор Петрович та шăхличсене хăмăшран, пултăран курăкĕнчен ăсталать. Пĕрре пăхсан, е алла шăхлич тытсан унпа калама çав тери çăмăл пек туйăнать. Анчах кунта та ăсталăх кирлĕ. – Шăхличе кашни ача та, аслă çын та тума пултарать. Чăнах та, сасси – чăн-чан чăваш сасси, кĕвви – чăн чăваш кĕвви. Вулавăшра уçăлнă куравра чăваш уявĕсенче усă курнă сас кăлармалли хăйнеевĕрлĕ хатĕрсем те пур. Вĕсемпе кашниех паллашма пултарать. – Ĕлĕк-авал, ача чухне астăватăр пуль ĕнтĕ, кĕтӳçсем ирхине ирех тухатчĕç те, кĕтӳç хăмине çакатчĕç те, çакăн пек шаккаса, илемлетсе, ял варрипе утатчĕç. Кĕвĕ хатĕрĕсене пурнăç парнелес тесессĕн нумай тар тăкмалла. Виктор Семенов кил-çуртра яланах тулли кăмăлпа ĕçлет. Унăн ятарлă ăсталăх лаççинче яланах лăпкă. Кунта ăста чунпа канса кĕвĕ тĕнчине путать. Пулас кĕвĕ хатĕрĕсем çуртра тирпейлĕн упранаççĕ. Кĕçех вĕсем те янрама пуçлĕç. – Ку лайăх пулчĕ вара. Кăна вара айккине илсе хурам-ха. Пулчĕ ку. «Авалхи кĕвĕ хатĕрĕсене чун кĕртме пултарни, вĕсен асамлă сассисен янравлăхĕпе киленме пултарни – мана малалла ĕçлеме хавхалантарать», – тет Виктор Семенов. Маргарита Мельникова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев

Читайте на 123ru.net