Новости по-русски

Техника тĕрĕслевне çирĕплетеççĕ

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе явнă тепĕр ыйту – техника тĕрĕслевĕ. Йĕрке кăçалтанпа çирĕпленчĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çак ĕç мĕнле пынине камера çине ӳкермелле, пысăк е вăтам автобуссем тĕрĕслев тухнă вăхăтра шалти ĕçсен министерствин е çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕ пулмалла. Тĕрĕслев тухмасăрах тимĕр утсем юсавлă пулнине çирĕплетекен хут илнĕ. Çĕнĕ йĕрке шăпах çакна пăрахăçламалла та. Ку кăна та мар. Çак картăна малалла электрон мелĕпе парĕç. Тĕрĕслеве хутшăннă эксперт хут çинче çакна çирĕплетмелле. Тĕрĕслев пункчĕсен халĕ вĕр-çĕнĕ оборудовани туянмалла, программăсене улăштармалла. Чăваш Енре 33 станцинче тĕрĕслев тухма пулать. Вĕсенчен 22-нче автобуссен юсавлăхне те тишкереççĕ. Палăртнă вăхăтра миçе машин тухмаллине те çырнă çĕнĕ йĕркесенче. Çапах та унта хăйне май çăмăллăхсем пур. Тĕслĕхрен, тимĕр ут тăватă çул тултарман пулсан тĕрĕслев тухмалла е тухмалла марррине Транспорт хуçи хăй татса парать. Çĕнĕ йĕркесем çĕнĕ хаксем кĕртеççĕ. Çăмăл машинăна тĕрĕслев кăларма 557 тенкĕ пулĕ малашне. Ытти тимĕр утсен хакĕсем те ӳсĕç. Вĕсем техника йывăрăшĕнчен килĕç

Читайте на 123ru.net