Ĕç династийĕ
«Çамрăклăх яланлăха» пĕрлешӳпе Чăваш Ен наци телекуравĕ «Амăшĕн юратăвĕн ахрăмĕ» проект пуçарнă. Унта эпир республикăри маттур та хастар çемйисемпе паллаштаратпăр. Ĕç династийĕсен кун-çулĕ, çемьери ăшăлăх, ламран лама куçа пыракан ăсталăх. Хальхинче эпир хăйĕн пурнăçне медицина тытăмне халалланă, юратнă ĕçне чылай çул тивĕçлĕ пурнăçланă Леонид Иванович Иванов хирург-травматолог çемйипе паллаштарăпăр. Амăшĕн юратăвĕ, ашшĕн хастарлăхĕ ачисене те медицина тытăмĕнче вăй хума пилленĕ. Паянхи кун аслисен хастралăхĕ ачисене куçса ĕç династине малалла тăсма хистет. Надежда Ленонидовна куллен сыватмăшра вăй хурать. Хăйĕн пурнăçне вăл медицинăна халалланă, медицина центрне те никĕсленĕ. Сăмах май, хĕрĕ Александра та амăшĕн çулĕпе утать. Тухтăрсен çемйи сыватмăша килекен кашни чирлекенĕ тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме тăрăшать. Хăш чухне вара Надежда Леонидовна ырă сăмахпа, çепĕç йăл куллийĕпе те сиплеме пултарать тейĕн. Хăйĕн ĕçне вăл чунтанах кăмăллать. Сипленме килекенсем те ун пирки ырă сăмахсем çеç калаççĕ. НАТАЛИЯ ПАВЛОВА: «Мана вăл пулăшнă хыççăн клиникăра килĕшрĕ. Эпĕ вара çак клиникăна медсестра пулса ĕçлеме юлтăм. Унтанпа сакăр çул иртрĕ çак клиникăра ĕçлесе. Мана питĕ килĕшет. Надежда Леонидовна питĕ лайăх тухтăр. Вăл çынсене пулăшать. Кашни проблемăпа килекен çынна вăл питĕ пулăшать». Кăйăк чĕпписен çунаттисем тĕрекленсен тăван йăваран вĕçсе тухса каяççĕ. Ивановсен ачисем те тахçанах тĕп килтен вĕçсе тухса кайнă. Апла пулин те Надежда Леонидовна час-часах тăван киле, чи çывăх та юратнă çыннипе чей ĕçме, чуна уçса калаçма васкать. Тăван кил-çуртра вара яланах ырăлăх, ăшăлăх хуçăланать. Нина Андреевна тивĕçлĕ канура пулин те яланах ачисене пулăшма тăрăшать. Мĕн пĕчĕкрен вара вĕсене вăл çирĕп те яваплă пулма вĕрентнĕ. НИНА ИВАНОВА: «Чăн малтанах ачасене мĕн пĕчĕкрен эпир яваплă пулма, хăрпăр хăй тĕллĕн йышăну тума хăнăхтарнă. Пĕчĕкренех яваплăха туйни, шăпах та ӳссе пынăçемĕн тĕрĕс йышăну тума пулăшать те. Пирĕн çемьере тата çак йĕрке – сăмах панă пулсан – пурнăçла». Нина Андреевна час-часах мăнукĕсене те мăшăрĕ пирки каласа парать. Вĕсем те унран тĕслех илсе, тен, малалла çемье ĕçне малалла тăсĕç тет хастар хĕрарăм. Леонид Иванович çамрăкранах çынна пулăшма ăнтăлнă аса илет мăшăрĕ. Ĕçĕ яваплă пулин те чун киленĕçе пирки те манман вăл – çав тери юрă-кĕвĕ тĕнчине кăмăлланă палăртать Нина Андреевна. Ырă кăмăлĕшĕнех ун патне çынсем туртаннă та. Паянхи кун вара ачасем унăн ĕçне малалла тăснишĕн амăшĕн чунĕ чунтан хĕпĕртет. Маргарита Мельникова, Ольга Алексеева, Павел Иритков