Новости по-русски

Хваттерте те ăшă курткăпа лараççĕ

«Электрокăмакапа чылай усă курни пуçа та ыраттарть, анчах нимĕн те тăвайман», – теççĕ хваттерте пурăнакансем. Ăшă ыйтăвĕ Канаш хулинчи ян-янăрать иккен. Сăмахран, Машиностроительсен урамĕнчи 17-мĕш çуртри халăхăн та çак ĕмĕтех. НИНА ИВАНОВА: «Шăнса вилетпĕр, мĕнле çӳретĕп, çавăн пек выртатăп вырăн çине те, утиял та илтĕм халь тепре. Хĕвел пĕртак пăхсан ăшăнать, хĕвел пăхсан вара чунĕ те ăшăнать». ВЕНЕРА ЯКОВЛЕВА: «Килеççĕ, лĕп тесе калаççĕ те урăх нимĕнте тумаççĕ, хваттершĕн хаклă илеççĕ, отопленишĕн, ăшă çук, пулăшăр, тархасшăн». Купăста евĕр темиçе хут тумтир тăхăнни те чир-чĕртен сыхланма май памасть. Ачасем çеç мар, аслисем те пĕр чарăнми чирлеççĕ. ЛУИЗА НИКОЛАЕВА: «Хутмаççĕ вĕт-ха, пирĕн пата батарей килмеç, ăшă мар, сивĕ, стенасем усăнса анаççĕ». Çивĕч ыйтăва татса парас тĕлĕшпе Канаш хулинче пурăнакансем пĕрре мар çăхав çырнă, анчах хурав халиччен те тупăнаман. АЛЕКСАНДР ЮРКИН: «Рядовой хваттерсенче 18 градус таран пулмалла, 4 градус таран ылмашăнма пултарать, кĕтеслĕ хваттерсенче пулма пултарать 20 градус таран. Чăнах та, паянхи куна илес пулсан ресурсноснабжающая организация температурине çителĕклĕ кăлармасть пулмалла. Ыранпа тепĕр кун Канаш хулине пирĕн инспекторсем каяççĕ тĕрĕслеме, паян йышăну кĕртнĕ, çавăнпа та хваттер температури норматив таран пулмасан пирĕн инспекторсем штрафлаççĕ, кам йăнăш тунă, вара пересачет пулать çынсем çине, çынсен сахалтрах тÿлемелле пулать». Çĕнĕ çула илемлĕ кĕпе тăхăнса ăшă хваттерте кĕтсе илме пуласса шанаççĕ Канаш хулин çыннисем. Çак ыйтăва Чӑваш Республикин патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗпе пĕр танах Чăваш Ен наци телекуравĕн ĕçченĕсем те тимлĕхрен кăлармĕç. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Георгий Кривошеин

Читайте на 123ru.net