Новости по-русски

Спортпа туслă çемье

Спортпа туслă çемье

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту халăх кĕтекен чи юратнă спорт уявĕсенчен пĕри. Кăçал вăл нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртĕ. Унта хутшăнас текенсем халех онлайн-мелпе регистрациленме пултараççĕ. Йĕлтĕр сыракансен вакцинаци тутарнине ĕнентерекен сертифкат е кăшăллă вирус çуккине палăртакан тест кăтартăвĕсем пулмалла. Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнчи Григорьевсен çемйи «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупăва кашни çулах хутшăнать. Кăçал та ăмăртăва кил-йыш пĕр тренировка сиктермесĕр хатĕрленет. Юлия Адюкова репортер та вĕсемпе п

<p>&laquo;Ра&ccedil;&ccedil;ей йĕлтĕр йĕрĕ&raquo; ăмăрту халăх кĕтекен чи юратнă спорт уявĕсенчен пĕри. Кă&ccedil;ал вăл нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртĕ. Унта хутшăнас текенсем халех онлайн-мелпе регистрациленме пултара&ccedil;&ccedil;ĕ. Йĕлтĕр сыракансен вакцинаци тутарнине ĕнентерекен сертифкат е кăшăллă вирус &ccedil;уккине палăртакан тест кăтартăвĕсем пулмалла. Муркаш районĕнчи &Ccedil;атракасси ялĕнчи Григорьевсен &ccedil;емйи &laquo;Ра&ccedil;&ccedil;ей йĕлтĕр йĕрĕ&raquo; чупăва кашни &ccedil;улах хутшăнать. Кă&ccedil;ал та ăмăртăва кил-йыш пĕр тренировка сиктермесĕр хатĕрленет. Юлия Адюкова репортер та вĕсемпе пĕрле йĕлтĕр сырса вăрмана у&ccedil;ăлма тухрĕ. Кунсеренех аслисем ĕ&ccedil;рен, ачасем шкултан таврăнсан Григорьевсем йĕлтĕр сырса вăрмана туха&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;ак ырă йăлана кил-йыш пу&ccedil;ĕ &ndash; Евгений теми&ccedil;е &ccedil;ул каяллах пу&ccedil;арнă: малтан вăл мăшăрĕпе ăмăртмалла ярăннă пулсан, кайран, &ccedil;емье йышлансан, юратнă хĕрĕсемпе ывăлне ăмăртусене хатĕрлеме те тытăннă. ЕВГЕНИЙ ГРИГОРЬЕВ: &laquo;Манăн мăшăр та йĕлтĕрпе ярăнма юратнă, &ccedil;авăнта эпир паллашнă та тесе шутлатăп, ачасем те халĕ йĕлтĕрпе ярăнма юрата&ccedil;&ccedil;ĕ, хамăра пăхса, хамăра килĕштерсе пулĕ. Йĕлтĕр &ccedil;ине тăрсан савăнсах ярăна&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;. Евгений Валерианович &ndash; шкулта физкультура вĕрентекенĕ пулса тăрăшать. &Ccedil;авăнпа та Карина хĕрĕшĕн вăл тренер та, вĕрентекен те, психолог та, юлташ та. КАРИНА ГРИГОРЬЕВА: &laquo;Пулса &ccedil;итмесен вăл мана хытăрах та калать, лайăх пулсан, тăрăшсан &ndash; мухтать. Эпĕ спорта пĕчĕкренех килĕштернĕ, садикранах. Аттепе-анне &ccedil;ине пăхатăп, вĕсем ялан чупма та туха&ccedil;&ccedil;ĕ, у&ccedil;ăлма та туха&ccedil;&ccedil;ĕ, йĕлтĕрпе те ярăнма туха&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;. Григорьевсем район, республика шайĕнче иртекен &ccedil;емье ăмартăвĕсене те хастар хутшăна&ccedil;&ccedil;ĕ. Пĕри пурниншĕн, пурте пĕриншĕн пулни вĕсен кил-йыл туслăхне те &ccedil;ирĕплетме май парать. НАДЕЖДА ГРИГОРЬЕВА: &laquo;Ăмăртусене те хутшăнма тăрăшатăп ачасемпе пĕрле, хавхалантарма, хăвалама трасса &ccedil;инче, кĕлт хаваслантарас тетпĕр ачасене. Спорт &ccedil;емьене те &ccedil;ирĕплетет, сывлăха та. &Ccedil;авăнпа та мĕн пĕчĕкрен ачасене спорта юратмалла тетпĕр&raquo;. Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче туслă &ccedil;емье &laquo;Ра&ccedil;&ccedil;ей йĕлтĕр йĕрĕ&raquo; ăмăртура старта тухма хатĕрленет. &laquo;Медаль &ccedil;ĕнсе илни &ndash; пĕлтерĕшлĕ мар, &ccedil;емьепе пĕрле сывлăхшăн малалла утăм туни вăл хăех &ndash; &ccedil;итĕнӳ&raquo;, &ndash; палăрта&ccedil;&ccedil;ĕ Григорьевсем. Юлия Адюкова, Сергей Емельянов</p>

Читайте на 123ru.net