Новости по-русски

Пулăшупа усă курма ансат

Пулăшупа усă курма ансат

Çĕнĕ технологисем вăй илнĕ чухне патшалăх пулăшăвĕсепе усă курма та меллĕрех. Килтен тухмасăрăх тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулать. Хальхи вăхăтра çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх тивĕçтерекен пулăшусемпе те алра телефон пулсан усă курма ансат. Чăваш Республикин çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ертӳçи социаллă тетельсенче хĕрӳ лини ирттерчĕ. Уçă калăçу вăхăтĕнче, шăпах та, интернет уçлăхĕнчи пулăшупа тивĕçтерекен ятарлă хутлам пирки те сăмах пулчĕ. Чылай чухне пĕр-пĕр çуртпа çыхăннă ыйтăва татса парас тĕллевпе кил-çур

<p>&Ccedil;ĕнĕ технологисем вăй илнĕ чухне патшалăх пулăшăвĕсепе усă курма та меллĕрех. Килтен тухмасăрăх тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулать. Хальхи вăхăтра &ccedil;урт-йĕр, коммуналлă ху&ccedil;алăх тивĕ&ccedil;терекен пулăшусемпе те алра телефон пулсан усă курма ансат. Чăваш Республикин &ccedil;урт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ертӳ&ccedil;и социаллă тетельсенче хĕрӳ лини ирттерчĕ. У&ccedil;ă калă&ccedil;у вăхăтĕнче, шăпах та, интернет у&ccedil;лăхĕнчи пулăшупа тивĕ&ccedil;терекен ятарлă хутлам пирки те сăмах пулчĕ. Чылай чухне пĕр-пĕр &ccedil;уртпа &ccedil;ыхăннă ыйтăва татса парас тĕллевпе кил-&ccedil;урта пăхса тăракан коммуналлă ху&ccedil;алăх тытăмĕнче вăй хуракансем халăхпа час-часах тĕл пула&ccedil;&ccedil;ĕ. Хĕллехи е сивĕ &ccedil;анталăкра &ccedil;акна тума вара меллех мар. Халĕ &laquo;ГИС ЖКХ&raquo; хутлам урлă кашниех хăйĕн шухăшне палăртма пултарать. Интернет пулăшнипе пухусем те &ccedil;ĕнĕлле ирте&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;акăн пирки хыпарларĕ&ccedil; те тӳрĕ лини вăхăтĕнче. Пурăнакан &ccedil;урт-йĕрпе &ccedil;ыхăннă сĕнӳ-канашсене те, кăмăлсăрланнине палăртакан &ccedil;ырусене те &ccedil;ак ятарлă хутлам урлă вĕ&ccedil;терме пулать. Паянхи кун &laquo;ГИС ЖКХ&raquo; хутлам вăй илсе пырать, унпа чылай &ccedil;ын усă курать. АЛЕКСАНДР ЮРКИН: &laquo;Унта пăхма пулать пĕтĕм мĕн иртсе кайнă япаласем те, мĕнле ыйтусем пур ЖКХ пирки унта пĕтĕмпе пур, счетчик показанийĕсем унта пама пулать ун урлă. Унта тӳлеме пулать &ccedil;авăн урлă кварплатăсем. Унта &ccedil;ырусем &ccedil;ырма пулать, е министерствăсем патне или муниципалитетсем патне, &ccedil;авăн пекех управляющий компанисем патне&raquo;.</p>

Читайте на 123ru.net