Пулăшупа усă курма ансат
Çĕнĕ технологисем вăй илнĕ чухне патшалăх пулăшăвĕсепе усă курма та меллĕрех. Килтен тухмасăрăх тĕрлĕ ыйтăва татса пама пулать. Хальхи вăхăтра çурт-йĕр, коммуналлă хуçалăх тивĕçтерекен пулăшусемпе те алра телефон пулсан усă курма ансат. Чăваш Республикин çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ертӳçи социаллă тетельсенче хĕрӳ лини ирттерчĕ. Уçă калăçу вăхăтĕнче, шăпах та, интернет уçлăхĕнчи пулăшупа тивĕçтерекен ятарлă хутлам пирки те сăмах пулчĕ. Чылай чухне пĕр-пĕр çуртпа çыхăннă ыйтăва татса парас тĕллевпе кил-çурта пăхса тăракан коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансем халăхпа час-часах тĕл пулаççĕ. Хĕллехи е сивĕ çанталăкра çакна тума вара меллех мар. Халĕ «ГИС ЖКХ» хутлам урлă кашниех хăйĕн шухăшне палăртма пултарать. Интернет пулăшнипе пухусем те çĕнĕлле иртеççĕ. Çакăн пирки хыпарларĕç те тӳрĕ лини вăхăтĕнче. Пурăнакан çурт-йĕрпе çыхăннă сĕнӳ-канашсене те, кăмăлсăрланнине палăртакан çырусене те çак ятарлă хутлам урлă вĕçтерме пулать. Паянхи кун «ГИС ЖКХ» хутлам вăй илсе пырать, унпа чылай çын усă курать. АЛЕКСАНДР ЮРКИН: «Унта пăхма пулать пĕтĕм мĕн иртсе кайнă япаласем те, мĕнле ыйтусем пур ЖКХ пирки унта пĕтĕмпе пур, счетчик показанийĕсем унта пама пулать ун урлă. Унта тӳлеме пулать çавăн урлă кварплатăсем. Унта çырусем çырма пулать, е министерствăсем патне или муниципалитетсем патне, çавăн пекех управляющий компанисем патне».