Новости по-русски

Камăн тасатмалла?

Урамра хĕлĕн иккĕмĕш уйăхĕ кăна вĕçленсе пырать. Юр ыйтăвĕ вара кашни кунах çивĕчленет. «Çулсене тасатмаççĕ, утма май çук, пулăшăр», – тенĕ çăхавасем çынсем тăтăшах çыраççĕ. Хальхинче юр тыткăнне Вăрнар районĕнчи Чалăм Кăкшăм ял çыннисем лекнĕ. Вĕсене пулăшма пирĕн ĕçтеш Алексей Зотиков репортёр çула тухрĕ. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Эпир Чалăм Кăкшăм ял çывăхĕнче тăратпăр. Ман хыçра, куратăр ĕнтĕ, масар. Çак масар патне пыракан çула вунă кун каялла тасатнă, анчах та юр хӳсе лартнипе вăл паллă та мар. Çак масар патне пыракан çула камăн тасатмалла-ши?» Ыйту, чăнах та, çивĕч. Вилнĕ çынна юлашки çула çывăх тăванĕсем яланах тивĕçлĕ ăсатма тăрăшаççĕ. Çак сăвапа пурнăçлама чалăмкăкшăмсене юр хирĕç тăнă. ИРИНА ЛУКИНА: «Вун тăваттăмĕш числара январь уйăхĕнче пирĕ çывăх тăван пытармалла пулчĕ çак ялта. Эпир ял администрацине çак çула тĕксе пама ыйтрăмăр, анчах та вĕсем пире тĕксе памарĕç. Пирĕн тивĕç мар терĕç вĕсем. Вара эпир хамăр укçа пухса хамăр вăйпала ялти тракториста тытса тĕктертĕмĕр çак çула». Масар патне пымалли çул камăн пахса тăмалла-ши? Çакна уçăмлатма Ирина Лукина Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăх министерствине çырнă. Хуравĕ чылай кĕттермен, килнĕ. «Масар патне каякан çулсене ял тăрăхĕсен тасатмалла. Пуçлăхсен муниципаллă килĕшӳ çырмалла. Кунта тавралăха хăтлăх кĕртмелли укçана усă курмалла», – çырнă хуравра. Ыйтăва тишкерме эпир Малти Ишек ял тăрăхне çитрĕмĕр. ИГОРЬ ИВАНОВ: «Çак çула эпир благоустройство статйипе тасатăпар, анчах та пирĕн унта çук. Хальлĕхе эпир çак масар çулне тасатасси пирки районти фин отделне çыру çырнă. Смета тăватпăр. Малашне тасатмалла тăватпăр. Ку лару-тăру мĕнле пулса тухрĕ. Пирĕн пата килмеллине пĕлеймен. Çавăнпа та урăх трактор тасатнă вĕсен». Çапах та ял тăрăхĕнчен Ирина Лукина пĕрре мар пулăшу ыйтнă. Вăл шăнкăравланă. Çакна кĕсье телефонĕ çирĕплетет. Малти Ишек ял тăрăхĕнче тата тепĕр çивĕч ыйту та пур. Вăл та юр тасатманнипе çыхăннă. Çăлкас Кăкшăм ялне шкул автобусĕ кĕреймен. Сăлтавĕ – каялла çаврăнса тухма май çукки. Ачасен ял пуçне утмалла пулнă. Ялта инкек пулсан çаврăнмалли вырăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕпе хумаççĕ кунта. Çăхав çырнă хыççăн тинех лапама тасатнă. ИГОРЬ ИВАНОВ: «Пирĕн çак поселенинче ултă ял. Вăйлă юр пулсассăн ун тракторĕ ĕлкĕреймест ултă ялĕпе хăвăрт хырса тухса кайма. Хăвăртрах шкул автобус çӳремелли çулне хырма». «Çаврăнмалли вырăна малтан тасатмаллине каларăмăр. Малашне пăтăрмахсем пулмалла мар», – палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Çулсене пăхса тăрасси вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен тивĕçĕ пулнине палăртмалла. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Ял тăрăхĕн администрацийĕн юр тасатма, турттарма муниципаллă контракт çырмалла. Федерацин 44-мĕш саккунĕпе килĕшӳллĕн йĕркене çирĕплетмелле. Çулсене тивĕçлĕ пăхса тăмасан административлă явап тыттарĕç». Хĕлле вĕçленмен пулин те асăннă çивĕч ыйту малашне сиксе тухмасса шанаççĕ кунта пурăнакансем. Эпир те ыйтăва тимлесех тăрăпăр. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин

Читайте на 123ru.net