Новости по-русски

Çул-йĕр ыйтăвĕ пĕрремĕш вырăнта

Çул-йĕр ыйтăвĕ пĕрремĕш вырăнта

Республикăра çулсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрассине яваплă хатĕрленнĕ. Çакăншăн 5 пĕрлешӳ яваплă. Çакă хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе тӳрремĕн çыхăннă. Çул-йĕре пăхса тăрассине тата тирпейлессине Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура тишкерчĕç. Хĕлле республикăри çулсене 5 пĕрлешӳ пăхса тăрать. Вĕсем патшалăх килĕшĕвĕ алă пуснă. Пурĕ 110 единица техника çула тухать. Ятарлă техникăна хатĕрленипе пĕрлех пăрлак çулсене сапмалли хутăш çителĕклĕ хатĕрленĕ. Юраман вырăнта автомашинăсем лартса хăваракан водительсем тĕлĕшпе й

<p>Республикăра &ccedil;улсене хĕллехи вăхăтра пăхса тăрассине яваплă хатĕрленнĕ. &Ccedil;акăншăн 5 пĕрлешӳ яваплă. &Ccedil;акă хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе тӳрремĕн &ccedil;ыхăннă. &Ccedil;ул-йĕре пăхса тăрассине тата тирпейлессине Правительство &ccedil;уртĕнче иртнĕ ларура тишкерчĕ&ccedil;. Хĕлле республикăри &ccedil;улсене 5 пĕрлешӳ пăхса тăрать. Вĕсем патшалăх килĕшĕвĕ алă пуснă. Пурĕ 110 единица техника &ccedil;ула тухать. Ятарлă техникăна хатĕрленипе пĕрлех пăрлак &ccedil;улсене сапмалли хутăш &ccedil;ителĕклĕ хатĕрленĕ. Юраман вырăнта автомашинăсем лартса хăваракан водительсем тĕлĕшпе йышăнусем тумалла. Сĕнӳсемпе &ccedil;ывăх вăхăтра паллаштарма ыйтрĕ Республика Пу&ccedil;лăхĕ Олег Николаев. Хальлĕхе йĕркене пăсакансене явап тыттармăпăр, машинăсене эвакуцилесе чăрмав &ccedil;е&ccedil; кӳрĕпĕр, палăртрĕ&ccedil; ларура. Нумай хутлă &ccedil;уртсене пăхса тăракан хăш-пĕр пĕрлешӳсем &ccedil;урт картишĕсенче юр тасатма&ccedil;&ccedil;ĕ. Республика Пу&ccedil;лăхĕ Олег Алексеевич хула администрацийĕн ертӳ&ccedil;исене патшалăх &ccedil;урт-йĕр инспекцийĕпе пĕрле ку компанисем тĕлĕшпе &ccedil;ирĕп мерăсем йышăнма сĕнчĕ. &Ccedil;уран &ccedil;ӳрекенсем &ccedil;ул урлă ка&ccedil;са &ccedil;ӳрекен вырăнсенче тата тăкăрлăксен &ccedil;ывăхĕнчи юр куписене тасатмалла. &laquo;Ку ĕ&ccedil;е пĕр эрнере туса пĕтермелле&raquo;, &ndash; палăртрĕ республика Пу&ccedil;лăхĕ. Канмалли кунсенче Шупашкарта 4 &ccedil;ул-йĕр инкекĕ пулнă. Пĕр &ccedil;ын вилнĕ, ви&ccedil;&ccedil;ĕшĕ аманнă. Эппин, &ccedil;ул-йĕр патшалăх инспекцийĕн ĕ&ccedil;ченĕсен тимлĕрех те яваплăрах пулмалла. Елизавета Цветкова, Юрий Марков</p>

Читайте на 123ru.net