Новости по-русски

«Манăн спорт» хушăм ĕçе кĕрет

Ăмăртусен шайне ӳстерĕ, спортри çитĕнӳсене шута илсе пырĕ, разрядсемпе ятсене тивĕçни курăнĕ. Çакна пĕтĕмпех «Манăн спорт» хушăмра сăнама пулать. Чăваш Енри спорт шкулĕсенче электронлă журнал ĕçе кĕртеççĕ. Цифра хатĕрĕсем пур тытăмра та вăй илсе пыраççĕ. Вĕсем ĕçе çăмăллатма пулăшмалла. Чăваш Енри спорт шкулĕсенче паян «Манăн спорт» автоматизациленĕ информаци тытăмĕпе анлă усă кураççĕ. Проекта «Физкультурăпа спорт» тытăмне цифра хатĕрĕсем кĕртессипе ĕçе кĕртеççĕ. Хальлĕхе республикăри 56 спорт шкулĕ ку хушăмпа ĕçлет. 900-е яхăн тренер электронлă журнал ертсе пырать. 28 000 ытла спортсменăн çак тытăмра ятарлă информаци паспорчĕ пур. НАТАЛЬЯ АГАПОВА: «Программа «Манăн спорт» питĕ усăллă тесе шутлатăп. Эпĕ ку системăпа хам усă куратăп. Вăл шкулти дневника питĕ аса илтерет. Спортсменсем тренировка расписанине, соревновани расписанине курма пултараççĕ. Хăнăхтару результачĕсене те чăн вăхăтра курма пултараççĕ». «Манăн спорт» программăна усă курса ачасен çитĕнĕвĕсене ашшĕ-амăшĕ те сăнать. Тренировкăра мĕн тунине те çакăнтах курма пулать. Тренерсем те çĕнĕлĕхпе кăмăллă. Кĕсье телефонĕ алăра пулнипех çитĕлĕклине калаççĕ. – Акă тренировка. Пуçламăш хатĕрленӳ ушкăнĕ. Тренер тата ытти те. План кунта манăн. Миçе минут, акă çитĕнĕвĕсем. Кам çӳрет. Çĕршыври ытти регионти спортсмен çитĕнĕвĕсене те сăнама май парать тытăм. Кăтартусене тишкерсе ăмăртăвă хутшăнма май пур. Цифра хатĕрĕсем кĕртессипе Чăваш Ен Раççейре иккĕмĕш вырăнта. Цифровизаци шайĕ республикăра 81 процентпа танлашать. Алексей Зотиков, Екатерина Никитко, Никита Павлов

Читайте на 123ru.net